Кĕçĕн Арапуç
Кĕçĕн Арапуç - Патăръел районĕнчи ял. Пăлан сулахай çырнĕнче вырнаçнă.
|
Тавралăх
тӳрлетСтатьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлет2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 423 çын, çав шутра 218 арçын, 205 хĕрарăм пурăннă[1].
Кунçул
тӳрлетЯла Лакшикпе ун кил-йышĕ никăсленĕ тесе калаççĕ. Малтан ял Шурут юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă пулнă.Ял çунса кайнă хыççăн хальхи Октябрь урамĕ вырăнне куçса çуртсем лартнă. 1747 çулта христиан тăнне йышăннă. 1859 çулта ялта 22 кил пулнă, унта 136 арçынпа 135 хĕрарăм пурăннă. 1897 çулта ялта 74 кил, вĕсенче 202 арçын, 204 хăрарăм. 1913 çулта ялта 96 кил, 254 арçын, 257 хĕрарăм.
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн ПЕрвомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.[2]
Экономика
тӳрлетСтатьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Паллă ентешсем
тӳрлет- Бородкин Иван Сергеевич - полковник, Ленин орденĕн кавалерĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем(ĕçлемен каçă)