Палăртăвĕ
Тĕс: сыпăк (хальхи), логографи (классика)
Чĕлхесем: и чĕлхисем
Территори: Китай, ытларах Сычуань тата Юньнань
Тунă вăхăчĕ: Минимум 500 çул маларах, хальхи — 1974 çултанпа
Тапхăр:
Юникод диапозонĕ: U+A000 пуçласа U+A4BE çити.
ISO 15924: Yiii
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

И çырăвĕ (носу çырăвĕ, çаплах Cuan цвен е Wei вей) — çырнă чух и (носу) чĕлхипе усă куракан çыру йĕрки, Сычуаньпа Юньнань китай провинцисенче анлă сарăлнă.

Классика и çырăвĕ.

Классика тапхăрĕ

тӳрлет

Классика и çырулăхĕ — 8000-10000 символĕнчен тытăнса тăракан логограмма.

Функциллĕ вăл китай иероглифики пекех, анчах та ĕлкипе çак çырулăхсем кашни хăй пулнă, пĕр-пĕринпе çыхăнман, пулас. Классика çырулăхĕн кун-çулĕ 500-çул шутланать, çапах, татах аслăрах, пулас. Параллельлĕ çырăвăн регионри темиçе тĕсĕ пулнă, пĕр символа çырасси хĕрĕхе çитме пултарать (тĕслĕхрен, «хырăмлăх» сăмах валли).

Хальхи тапхăр

тӳрлет
 
И çыруллă ал çырăвĕ.

Хальхи и (ꆈꌠꁱꂷ nuosu bburma [nɔ̄sū bʙ̝̄mā] çырулăхĕ — 1974 çулта вырăнти классика никĕсĕпе туса хатĕрленĕ «носу çырулăхĕ») сыпăклă çырулăхăн виçи, китай влаçĕсем ăна 1980 çулта и чĕлхин официаллă статусне панă. Çырулăха ляньшань диалект фонетикин никĕсĕпе тунă, унăн шутне 756 тĕп символ, çаплах, китай чĕлхинче усă курнă кивçен 63 паллă кĕрет.

Сыпăк çырăвĕнче уйрăм уçă сасăсемшĕн 43 хупă сасă тата 8 уçă сасă йышĕллĕ «хупă-уçă сасă» тĕслĕ сыпăк паллисем пур. Сыпăксене виçĕ тонпа калама пултараççĕ, унсăр пуçне, вăтам тонлă икĕ «чĕтренекен» уçă сасă пур. Пур сасăсене те пĕрле хутăштарма пулаймасть.

Ляншань диалекчĕнче тăваттă тон (урăх диалекчĕсенче — нумайрах), виçĕ тонăн (çӳллĕ, вăтам тата хулăм) çеç уйрăм символĕ пур. Тăваттăмĕш тонĕ (хăпараканĕ) вăтам тонра тăракан сăмаха вĕçлевленĕ чухне пулать, çавăнпа ăна диакритика паллиллĕ (йĕрке çинчи пĕкĕ) вăтам тон символĕ евĕр палăртаççĕ. Эхер те çак диактрика паллине шута илсен, и çырăвĕпе 1165 сыпăка çырма пулать.

Хальхи и сыпăклă çырулăхĕнче çакăн пек паллăсем:

  b p bb nb hm m f v d t dd nd hn n hl l g k gg mg hx ng h w z c zz nz s ss zh ch rr nr sh r j q jj nj ny x y
it ꀀ                  
ix                    
i                    
ip                      
iet                                                      
iex                
ie                
iep                      
at                  
ax              
a              
ap                
uot                                                                
uox              
uo              
uop                            
ot            
ox
o    
op
et                                                                        
ex                      
e                        
ep                            
ut                    
ux              
u              
up              
urx                  
ur                  
yt                                  
yx                                
y                                
yp                                
yrx                                        
yr                                        

Пиньин транскрипцийĕ

тӳрлет

Носу чĕлхине транскрипциленĕ чух пиньинĕн анлă версипе усă кураççĕ:

Хупă сасăсем

тӳрлет

Носу чĕлхин хупă сасăсен системине хупă (смычными ?), преназализăланă, сăмсаллă хупă, хупă фрикациллĕ тата янраллă фрикациллĕ хупă сасăсем кĕреççĕ. hl, l сасăсем латеральлĕ пулаççĕ, hx [h] вуланать. V, w, ss, r тата y янраллă тата фрикациллĕ шутланаççĕ. Янра тата аффрикатлă, янравланине икĕ сасă паллипе палăртаççĕ.

Сирпĕнӳллисем (Взрывные)

тӳрлет
Туталлисем: b [p], p [pʰ], bb [b], nb [m͡b], hm [m̥], m [m], f [f], v [v]
Альвеоллисем: d [t], t [tʰ], dd [d], nd [n͡d], hn [n̥], n [n], hl [l̥], l [l]
Велярные: g [k], k [kʰ], gg [g], mg [ŋ͡g], hx [h], ng [ŋ], h [x], w [ɣ]

Аффрикатсем

тӳрлет
Альвеоллисем: z [t͡s], c [t͡sʰ], zz [d͡z], nz [nd͡z], s [s], ss [z]
Ретрофлексиллисем: zh [t͡ʂ], ch [t͡ʂʰ], rr [d͡ʐ], nr [nd͡ʐ], sh [ʂ], r [ʐ]
Палатальлисем: j [t͡ɕ], q [t͡ɕʰ], jj [d͡ʑ], nj [nd͡ʑ], ny [ɲ], x [ɕ], y [ʑ]

Уçă сасăсем

тӳрлет
Уçă сасăсем
Транслитераци i ie e a o uo u y
ТранскрипциIPA i e ə a ɔ o u *
  • Китай si («тăватă») сăмахĕнчи пекех.

Сасă хулăнашĕсем

тӳрлет

Çырура вăтам хулăнăша палăртмаççĕ. Урăх хулăнăша сăмахăн юлашки хупă сасси кăтартать:

t — çӳллĕ
p — хулăн
r — вибрăлакан сасă хулăнăшĕ, ur, yr [ʙ̝, r̝] çеç.
Гачек (ĕ и т. д.) над гласной в среднем или вибрирующем тоне показывает восходящий тон и происходит из обозначения восходящего тона в современном слоговом письме и

Юникод

тӳрлет

Хальхи и сыпăклă çырулăха Юникодăн U+A000 до U+A4BE диапозонĕ тивĕçет. Классика и çырулăха Юникодра çырса кăтартман.

Каçăсем

тӳрлет
 
Wikipedia
Википедин [[:{{{code}}}:|ii уйрăмĕ]].