Иванов Николай Иванович (1905)
Иванов Николай Иванович (1905 ç. çуралнă-), 6-мĕш гварди çарĕн 270-мĕш перевçĕсен дивизин 87-мĕш инженер-сапёр батальонĕн отделени командирĕ, Совет Союзĕн Паттăрĕ чысне илме тăратнă, анчах ку чыса илмен . [1], [2]Чăваш.
Иванов Николай Иванович | |||||
Çуралнă вăхăт | 1905 -мĕш | ||||
---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Раççей империйĕ Хусан кĕперни Кивĕ Ахпӳрт (халь Чăваш Ен, Канаш районĕ) | ||||
Вилнĕ вырăн | Раççей | ||||
Пăхăнулăх | СССР | ||||
Çар ăрачĕ | инженер | ||||
Хĕсмет çулĕсем | 1941- 1945 | ||||
Хисеп | |||||
Чаç | 6-мĕш гварди çарĕн 270-мĕш перевçĕсен дивизин 87-мĕш инженер-сапёр батальонĕ | ||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | ||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Кун-çулĕ
тӳрлетХусан кĕперни Кивĕ Ахпӳрт (халь Чăваш Ен, Канаш районĕ) ялĕнче çуралнă. Молотов облаçĕн Ушаково районĕн военкомачĕ витĕр Хĕрлĕ Çара кайнă. 1943-мĕш çултан ВКП(б) пайташĕ.
КПСС ретне 1943-мĕш çулта кĕнĕ.
Награда хутĕнчен: 1944-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Хĕвеланăç Двина урлă каçнă чухне Иванов старшина понтон киммин расчёчĕпе командланă. Пытанса кимме шыва антарсан тăшман асар-писер пенине пăхмасăр пĕрремĕш кимме сиксе пехота взводне хăй хыççăн ертсе кайнă. Юханшыв варринче тăшман снарячĕ юнашарти понтона сиен кӳрнĕ, çăвна Иванов старшина буксира илсе сулахай çырана каçарнă. Тăшманан çулăмĕ айĕнче пер сехетре Двина урлă 8 хут каçса пехота ротипе батарея каçарнă. Çав вахăтрах тăшман енне чарăнмасăр пенĕ.
Çыран çине тухсан пехотăпа пĕрле тăшман траншеине штурмланă, çывăхри çапăçура 3 тăшмана пĕтернĕ.
Чысĕсем
тӳрлет- Хĕрлĕ Ялав орденĕ
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ (юбилей медалĕ, 1985)
- Хăюлăх медалĕ
Асăрхавсем
тӳрлет
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |