Кивĕ Ахпӳрт (Канаш районĕ)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Кивĕ Ахпӳрт (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Кивĕ Ахпӳрт, — Чăваш Енĕн Канаш районĕнчи ял. Енĕш юханшывĕ хĕрринче ларать.

Истори

тӳрлет

"Ахпÿрт" сăмахăн этимологине М.Р.Федотов профессор ăнлантарса панă[1].

Чăн малта Ак Бэрдĕ тени тăрать. "Ак" кунта пĕр-пĕр лайăх (позитивлă) сăнара палăртать, чăвашла "Хак" тенипе танлаштарăр (арабизм: Турă, Чăнлăх, Сиплĕх тата ытти те). Бэрдĕ — стандартлă тĕрĕк чĕлхисенче — пачĕ. Çапла вара иккĕшне пĕрле тусан "Турă Пачĕ" тенине пĕлтерет. Çынсене çавнашкал ят панă тахçан. "Пÿрт" тени каярахпа çеç, контаминациленнине кура, сиксе тухнă.

1927 çулчен ял Çĕрпӳ уесĕн Çăхăр Мами вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн хальхи вăхăтчен Канаш районне кĕрет.

Паллă çыннисем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Федотов М.Р. НЕУМЕСТНЫЕ СПОРЫ О ПЕРЕИМЕНОВАНИИ. // «СЧ» №224, 14 ноября 1996 г. (Ку статьяна ак çак вырăнта вулама пулать 2020 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.: Терентьев, В. М. Духовное и научное наследие академика М. Р. Федотова : [о жизнедеятельности известного ученого-языковеда, алтаиста, корифея чувашской тюркологии]. Кн. 2 / В. М. Терентьев ; [под ред. А. П. Хузангая]. - Чебоксары : Новое Время, 2011. -. - 575 с.// с.96-97)