Ешĕл Васан
Ешĕл Васан (тут. Yəşel Üzən, Яшел Үзән, улăхри мари Парат) — (1932) (Раççей), Тутарстан республикин Ешĕл Васан районĕ.
Халăхĕ 99,6 пин çын (2005).
1865 çулта Капачиçи чиркӳ ял ячĕпе никĕсленнĕ.
ТавралăхĕПравить
Хула Атăлăн сулахай çыранĕнче, Хусантан 38 çм вырнаçнă. Ешĕл айлăм районĕ Чăваш Республикипе тата Мари Элпе чикĕ тытать.
ХуçалăхĕПравить
- ФПУП ПО «Завод имени Серго» (компания POZIS) (машиностроение)[1]
- ОАО «Зеленодольский завод им. А. М. Горького»[3] (судостроение, титановое литье)
- УАО «Зеленодольский фанерный завод»
- УАО «Поволжский фанерно-мебельный комбинат»
- Зеленодольский машиностроительный завод (филиал Казанского моторостроительного производственного объединение)
- Зеленодольский шпалопропиточный завод
ХалăхĕПравить
Халăх йышĕ, çулсем (пин çын)[4]
Çул | 1939 | 1959 | 1962 | 1967 | 1970 | 1973 | 1976 | 1979 | 1982 | 1986 | 1989 | 1992 | 1996 | 1998 | 2000 | 2001 | 2003 | 2005 | 2006 | 2007 |
Шучĕ | 30.2 | 60.5 | 66 | 72 | 77 | 82 | 84 | 84.5 | 86 | 91 | 94.1 | 98.7 | 101.1 | 100.9 | 100.2 | 99.6 | 100.1 | 99.6 | 99.2 | 99.0 |
ÇутĕçПравить
Ешĕл Айлăмра тĕрлĕ тĕслĕ пĕлӳ паракан кермен-шкул вырнаçнă.
Пĕрлехи вăтам пĕлӳПравить
- 59 тĕрлĕ тĕслĕ шкул: 15169 вĕренекен:
- 4 гимнази;
- 2 лицей;
- 3 шкул ятарлă уйрăм ăслăлăха вĕрентекен
- 1 прогимнази;
- 2 коррекци шкулĕ;
- 2 уçă смена шкулĕ;
- 1 шкул хушшинчи вĕренӳ комбиначĕ: 1500 вĕренекен
КультураПравить
МузейсемПравить
- Ешĕл Айлăм халăх пултарулăĕпе этнографи музейĕ, 1978 çулта никĕс хунă, 1980 çулта уçнă. 7000 яхăн виçе япала упранать, вĕсенчен 6000 ытла япали тĕп фондĕнче.[5]
- Карап тăвакан А. М. Горький ячĕллĕ заводăн Вăрçăпа Ӗçлĕх музейĕ, 1970 çулта никĕсленĕ. 15000 яхăн виçе япали упранать.
- Константин Васильевăн астăвăм музейĕ, 1994 çулта никĕсленĕ. 1996 çулхи кăрлач, 10 уçнă[6] (ӳкерчĕк галерейи [7])
МемориалсемПравить
- Пĕчĕк бронекатер N75 «Калюжный», Тĕп конструкторĕ Ю. Ю. Бенуа (ЦКБ-32). Бронекатера 1942 çулта ĕçченсем хăйсен ирĕкĕпе укçа пуçтарса тунă, шыва 1942 çулĕн вĕçĕнче антарнă та 1943 çурла, 5 Атăл-Каспи вăрçă флотилийĕ шутне кĕртнĕ. 1944 çулхи ака, 13 Танай вăрçа флотилине куçараççĕ. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче 1939—1945 çç.: Ясса-Кишинев 1944, çурла, 20-29, Будапешт 1944 çулхи юпа, 29 тата Вена 1945 çулхи пуш, 16 — ака ,15 тапăну операцисене хутшăннă. 1967 çулта палăк вырăнне кĕртнĕ. Техника пахалăхĕсем: 29,3 т; 22,6х3,5х0,5 м; 850 л.в.; 20 уз; 250 миль; 1 — 76,2-мм турул кĕпçи, 3 — 12,7-мм пулемёт, 36 тарăн бомбă; 13 çын.
ТранспорчĕПравить
Массăллă хыпар хатĕрĕсемПравить
ИнçекуравПравить
Пур телеканала тытса илет: Хусан, (çӳллĕ антеннăпа) Чăваш Республикин (Пĕрремĕш канал, РФ, НТВ)
«Ешĕл Васан» телекомпание 1990 çулта никĕсленĕ. 2007 çулта эфирте тухма пăрахнă, кабель витĕр янă.
Пичет кăларăмĕсемПравить
ТĕнПравить
Зеленодольск — нумай халăхлă, нумай конфессиллĕ хула. Ешĕл айлăм муниципаллă район территоринче 63 тĕн йĕркеленӳлĕхĕ, çав шутра мăсăльман — 40, православин — 17, урăххи — 6.
Мăсăлман тĕн çурчĕсем — 39
- Мечетсем — 37 (хулара — 3, вĕсенчен 2 туса хăпартаççĕ, районта 34, вĕсенчен 3 тăваççĕ)
- Кĕл тумалли çуртсем — 1 (районта)
- Медресе — 1 (хулара)
Православи — 17
- Чиркӳсем — 10 (хулара-3, районта —7)
- Мăнастырьсем — 2 (районта)
- Мăнастăрь (кил картиллĕ — 3 (хулара — 1, районта — 2)
- Часовньăсем — 2 (хулара — 1, районта −1)
Урăххисем — 6
- Чиркӳсем — 3
- Харпăр çуртсемпе хваттерсем −3
ÇыхăнуПравить
Халĕ малтанхи (пралуклă) çыхăнăва пĕр оператор "Филиал ОАО "Таттелеком" Зеленодолький РУЭС" тытса пырать.
АсăрхавсемПравить
- ^ ФПУП ПО «Завод имени Серго» Архивленĕ 4 Ҫу уйӑхӗн 2008 çулта.
- ^ Информация о работе технической инспекции труда Федерации профсоюзов Республики Татарстан в 2006 году Архивленĕ 5 Ҫӗртме уйӑхӗн 2015 çулта.
- ^ ОАО «Зеленодольский завод им. А. М. Горького» Архивленĕ 29 Кӑрлач уйӑхӗн 2016 çулта.
- ^ Ешĕл Айлăм. «Ман хула» халăх энциклопедийĕ. Тĕрĕсленĕ 2008, çурла, 5.
- ^ МУЗЕИ ТАТАРСТАНА Архивленĕ 25 Ҫӗртме уйӑхӗн 2008 çулта.
- ^ Музей Константина Васильева
- ^ Картины Константина Васильева
КаçăсемПравить
- Ешĕл Айлăм муниципаллă районĕн сайчĕ Архивленĕ 29 Юпа уйӑхӗн 2008 çулта.
- Ешĕл Айлăм
- Ешĕл Айлăм хулан хыпар порталĕ
- Ешĕл Айлăмри банксем
- Ешĕл Айлăм хулин рок-этеплĕхĕ Архивленĕ 26 Пуш уйӑхӗн 2009 çулта.