Жирнов Николай Трофимович
Жирнов Николай Трофимович, — прозаик. 1954 çулхи нарăсăн 3 Чăваш Енри Йĕпреçре çуралнă.
1995 çултанпа Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ. А. Талвир ячĕллĕ Республикăн литература премиĕн лауриачĕ.
Пурнăçĕ
тӳрлетШупашкарти строительсен техникумĕнче, Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлӳ пухнă. 1987 çулта çавăн пекех Чăваш Республикин журналистсен пĕрлешĕвĕ çумĕнчи халăх корреспонденчĕсен университетне вĕренсе петернĕ.
Çуртсем хăпартнă, районсен тата сахал тиражлă хаçачĕсен литература сотрудникĕ пулнă.
Ӗçĕсем
тӳрлетПичетленме 1985 çултанпа пуçланă. Пĕрремĕш очеркĕ авалхи Шупашкар кремлĕ çинчен пулнă, «Çамрăк коммунист» хаçатра тухнă. Унтанпа унăн чăвашла тата вырăсла çырнă статьисем, калавĕсем, очеркĕсем тăтăшах «Тăван Атăл», «Ялав», «Капкăн» журналсенче тата «Вучах», «Хыпар», «Илем» хаçатсенче тухаççĕ.
Николай Жирновăн çак кĕнекесем пичетленсе тухнă: