Илле Тăхти (паспортра: Ефимов Илья Ефимович), (1889 çул, авăн, 4, Чăваш Ен, Тăвай районĕ, Нӳшкасси ялĕ1938 çул, нарăс, 22, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш çыравçи, сăвăçи.

Илле Тăхти
Çуралнă чухнехи ят: Илья Ефимович Ефимов
Çуралнă вăхăт: 1889, авăн, 4
Çуралнă вырăн: Нӳшкасси ялĕ, Тăвай вулăсĕ, Çĕрпӳ уесĕХусан кĕпĕрни (халĕ Тăвай районĕ, Чăваш Ен)
Вилнĕ вăхăт: 1938, нарăс, 22
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен, РСФСР, ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата фольклорисчĕ
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

СССР ÇП пайташĕ (1934).

Пурнăçĕ

тӳрлет

1889 çулхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи Нӳшкасси ялĕнче çуралнă.

Ялти шкулта пĕлӳ илнĕ хыççăн Хусанти вĕрентӳçсене хатĕрлекен семинарире вĕренсе тухнă, Чăваш Енри Элĕк районĕнчи Тавăт шкулĕнче ĕçленĕ. Халăх хушшинче çӳрекен сăвă-юрăна нумай пухнă.

1911 çулта вĕсене Хусанта пĕр харăсах иккĕ кĕнеке калапланă: пĕри — «Тавăт, Мĕлĕш, Шураç юррисем», тепри — «Хураç». 1922-1925 çулсенче республикăри Халăх çутĕç комиссариачĕн инспекторĕ пулса тăрăшнă.

1925-1928 çулсенче Мускав литература институтĕнче вĕреннĕ, çав вăхăтрах «Ĕçлекенсен сасси» журналпа «Чăваш хресченĕ» (каярахпа «Коммунар») хаçат редакцийĕсенче ĕçленĕ.

1928-1931 çулсенче вăл Шупашкарти педагогика техникумĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1931-1938 çулсенче Илле Тăхти литература ĕçĕпе пурăннă.

Чылай çул хушши ӳпке чирĕпе асапланнă хыççăн вăл 1938 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче Шупашкар пульницинче вăхăтсăр вилсе кайнă.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Автор пурĕпе 10 кĕнекене çутта кăларнă:

  • «Колчак» (1919; 1935),
  • «Калавсемпе сăвăсем» (1930),
  • «Шерхулла» (1936),
  • «Калавсем» (1955),
  • «Суйласа илнисем» (1960),
  • «Поэзи, проза, публицистика» (1979).

Вуламалли

тӳрлет
  • «Чăваш литературин антологийĕ», ред.: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .
  • Кириллова И. Ю., "Своебразие художественного мира Илле Тăхти", ЧПУ, Шупашкар, 2006.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет