Горчаков Овидий Александрович

Горчаков Овидий Александрович (1924, юпа, 28, Одесса хули, СССР, — 2000, ака, 28, Раççей) — çыравçă, разведчик, куçаруçă (вăл шутра — синхронист-куçаруçă). СССРти тата РФри Ухă спорчĕн федерацийĕн пуçлăхĕ пулнă.

Овидий Горчаков
Çуралнă чухнехи ят: Овидий Александрович Горчаков
Çуралнă вăхăт: 1924, юпа, 28
Çуралнă вырăн: СССР, Одесса
Вилнĕ вăхăт: 2000, ака, 28
Вилнĕ вырăн: Раççей, Мускав
Пăхăнулăх: СССР
РФ
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă, разведчик, куçаруçă (вăл шутра — синхронист-куçаруçă)
Жанр: проза
Ĕçсен чĕлхи: вырăс
Горчаков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Пурнăç

тӳрлет

Одесса хулинче Горчаков Александр Васильевич (1899-1988) килйышĕнче çуралса ÿснĕ. Овидий Горчакова ашшĕн тăван çĕрĕнче (Чăваш Енĕн Куславкка районĕн Пăрмас ялĕнче) пулса курма тÿр килнĕ[1].

<Куçару: Мускава çарран таврăнсан килте аппана çеç куртăм. Анне йăмăкпа эвакуацие тухса кайнă иккен. Çапла вара манăн аппана илсе Хусан таврашне кайма тиврĕ.>

Кунта асăннă Хусан таврашĕ шăпах хайхи Пăрмас ялĕ пулать те ĕнтĕ[2].

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Овидий Горчаковăн "Вăлах — Вудсток капрал" кĕнекине авторĕ пурăннă чухнех чăвашла куçарса пичетлесе кăларнă (1971). Вăл кĕнекере автор çырнă умсăмах та пур.

Ытти кĕнекесем
  • «Город непокоренных» (М., 1962),
  • «„Максим" не выходит на связь» (М., 1965),
  • «В гостях у дяди Сэма» (М., 1965),
  • «Далеко по ту сторону фронта» (М., 1973),
  • «Хранить вечно: рассказы о разведчиках» (М., 1980) тата ыттисем те.

Çумавтор пулса хутшăннă хайлавсем

тӳрлет
  • Гривадий Ли Горпожакс (Василий Аксёнов, Григорий Поженян, Овидий Горчаков) «Джин Грин — неприкасаемый» (Мускав, 1972).
  • Януш Пшимановский, Оввидий Горчаков. «Вызываем огонь на себя» (1960)
  • Януш Пшимановский, Оввидий Горчаков. «Вызываем огонь на себя» (сценарий, 4 сериллĕ телефильм, 1965; Ленинла комсомол премийĕ, 1968)

Вуламалли

тӳрлет
  • Евгений Потупов. Жизнь и судьба Овидия Горчакова : документальная повесть. Москва, Издатель: Русский Мир, Дата издания: 2020. ISBN 978-5-89577-263-8

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ О. Горчаковăн «Каçăсем» секцире кăтартнă интервьювĕнчен.
  2. ^ Çакна Е. Потупов çыравçă та çирĕплетет.

Каçăсем

тӳрлет