Гиперкаталектика

Гиператалектика(ав.гр. ὑπερκατάληκτος, ытлашши сыпăксемлĕ) — сăвă теорийĕнче паянхи кун сайра усă куракан термин. Метрикăлла е метрикăлла та мар сăвă йĕркин вĕçĕнчи юлаашки (константăлла) пусăмĕ хыççăн пусăмсăр ытлашши сыпăк пулни.

Ытлах ан юбилейлĕр
Ан мухтăр хăвăра. —
Çĕн самолёт пропеллерĕ
Кĕрлетĕр хытăрах![1]

Кунта мăшăрлă 1-мĕш тата 3-мĕш йĕркесен вĕçĕнче константăллла пусăм пур, анчах ун хыççăнхи пусăмсен шучĕ тĕрлĕрен. Çапла вара виççемĕш йĕркере "ытлашши" пек пулса тухать. Вăт çакна гиперкаталектика теме пулать те ĕнтĕ.

Чăн та, асăннă тĕслĕхре тулли мар ямбла пĕрремĕш йĕркери вĕçленĕве акаталектика, тулли ямбла виççĕмĕш йĕркери вĕçленĕве каталектика пек пăхма та пулать. Анчах та, константăлла юлашки пусăмăн пĕлтерĕшне кура, кунта çапах гиперкаталектика пирки калаçни чылай вырăнлăрах.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет