Метрикăлла сăвă
- Ку ăнлав пусăм çинче никĕсленекен сăвă çинчен, Квантитативлă сăвă пирки ятарлă статья пур
Метрикăлла сăвă, çавăн пекех кĕскен ме́трика (ав.гр. μέτρον — вăрăмăш, тăршшĕ, размер) — кашни сăвă йĕркин хăйĕн шалти тытăмĕ, метрĕ пуррине пĕлтерет. Акă хорей çеммиллĕ сăвă (Митта Ваçлейĕн):
Пит маттур-çке Иванов бульварĕ,
Пыллăхри пек çамрăк çăкасар.
Çта çитсен те манăçа юлмарĕ
Шурă тум тумланнă Шупашкар[1].
Тата тепĕр тĕслĕх:
Ирĕлет Азирен Европпа́ уйăран
Ту йăран[2]
Асăрхар, кунта сăвă йĕркисен тăрршшĕсем (сыпăк шучĕсем) пач тĕрлĕрен пулни те сăвва метрикăлла пулма "чăрмантармасть".
Метрика пусăм пĕлтерĕшесĕр чĕлхесенче
тӳрлетМетрика пирки халь çеç ăнлантарни сăвă ăсталасси динамикăллă пусăм çинче никĕсленекен чĕлхесене (чăваш, вырăс, нимĕç,...) пырса тивет. Метрикăлла сăвă тенине унта тепĕр тĕрлĕ "силлабо-тоника" теççĕ. Авалхи грек, латин, фарси чĕлхисенче вара çак япала пач урăхла пулнă. Унта метрика тенине (квантитативлă сăвă, лат. quantitas — шут) те пач урăхла ăнланнă[3].
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Владимирова О.Г. Выражение особенностей диалекта малой родины в ритмике чувашских поэтов // Чувашский язык и литература: теория и методика: сборник статей. – Чебоксары: Изд-во Чуваш. гос. пед. ун-та, 2016. – С. 107–110.
- Владимирова О.Г. Становление и развитие чувашского силлабо-тонического стиха: автореф. дис. … канд. филол. наук. – Чебоксары, 2004. – 23 с.
- Владимирова О.Г. Становление и развитие чувашского силлабо-тонического стиха: дис. … канд. филол. наук. – Чебоксары, 2004. – 190 с.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Митта Ваçлейĕ. Пит маттур-çке Иванов бульварĕ... Сăвă.
- ^ Петĕр Хусанкайăн "Магнитту" поэминчен.
- ^ МЕТРИЧЕСКОЕ СТИХОСЛОЖЕНИЕ. — Современная энциклопедия. 2000
Ку литература пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |