Хорей
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хорей (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Хорей (ав.гр. χορεῖος «ташламалли», χορεῖος πούς «хор карчĕ; хапа»), арх. трохе́й — икĕ сыпăклă căвă виçи (метр), карт, унта, картра, пĕрремĕш сыпăк вăйлă, иккĕмĕш сыпăк вăйсăр.
Тĕслĕх[1]:
Çил-тăвăл иртсессĕн йăлтăра çанталăк
Кăмăллăн та лăпкăн ачашланса канĕ.
Юмахри илемлĕ çут кĕмĕл çурт майлă
Çут тĕнче çуталĕ, çĕнелсе лăпланĕ.
Ирĕклĕхшĕн вилнĕ тăвансенĕн юнĕ
Чĕлтĕрти çеçкеллĕ хĕрлĕ чечек пулĕ.
Кĕмĕл сывлăм шывĕ чечек çинче çунмĕ, —
Çунĕ çут тĕнчешĕн тăкăннă куççулĕ.
Чухăнлăх, пуянлăх, уйрăмлăх йăранĕ
Ирĕкле çĕнелнĕ пурăнăçран тарĕ,
Чĕрере ачашшăн çунĕ, çулăмланĕ
Тантăшлăх, тăванлăх, юрату кăварĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Хорей // Литературная энциклопедия терминов и понятий / Под ред. А. Н. Николюкина. — Институт научной информации по общественным наукам РАН: Интелвак, 2001. — Стб. 1170 — 1596 с. — ISBN 5-93264-026-X.
- Хорей // Словарь литературоведческих терминов / Ред.-сост.: Л. И. Тимофеев и С. В. Тураев. — М.: «Просвещение», 1974. — С. 447. — 509 с. — 300 000 экз.
Каçăсем
тӳрлет- Murfin, Ross C.; Ray, Supryia M. (2009). The Bedford Glossary of Critical and Literary Terms. Boston: Bedford/St. Martin's. ISBN 978-0-312-46188-1. LCCN 2008925882.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Çеçпĕл Мишши. Пуласси. Вырăсла кĕвĕ.