Акаталектика(ав.гр. ἀκατάληκτος, катăк мар) — сăвă теорийĕнче паянхи кун сайра усă куракан термин. Метрикăлла сăввăн йĕркин тулли картпа ("катăк мар") вĕçленĕвне пĕлтерет. Акă хорей çеммиллĕ сăвă (Митта Ваçлейĕн):

Пит маттур-çке Иванов бульварĕ,
Пыллăхри пек çамрăк çăкасар.
Çта çитсен те манăçа юлмарĕ
Шурă тум тумланнă Шупашкар[1].

Кунта мăшăрлă 1-мĕш тата 3-мĕш йĕркесен вĕçĕнче — акаталектика.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет