Матвеева Валентина Борисовна
Валентина Матвеева — чăваш юрăçи. "Шăнкрав курăкĕ", "Юрату сăмсахĕ" тата ытти хăшпĕр юрăсене чăн малтан халăх патне çитерекенĕ.
Валентина Матвеева | |
Тулли ят | паллă мар |
---|---|
Çуралнă вăхăт | паллă мар |
Çуралнă вырăн | Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
Патшалăх |
СССР, Раççей |
Профессисем | юрăç |
Жанрсем | чăваш эстради |
1970-мĕш çулсен иккĕмĕш çурри. Чăваш Енти Трак ялĕ. Ун чухне унта Уренгой-Помар-Ужгород пăрăх тăрăх газ уçлакан станци те пулман-ха. Ялти вăтам щкулта пĕтĕм çĕршыври ытти чылай çĕрти пекех вокалпа инструментсен ансамблĕ (ВИА) йĕркеленнĕ.
Шупашкар завочĕсенчи ансамбльсем хăйсен вăл вăхăтри чи çĕнĕ те хăватлă аппаратурипе тума пултарайман шлягерсене ялти шкул ачисем уроксем хыççăн пушă класра çыртарнă.
Кунçул
тӳрлетВалентина Матвеева пирки нимĕнех те паллă мар. Трак районĕнчи Яманак ялĕнчен. Интернетра ак мĕнле хыпар пĕлме пулать[1]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)44. валера пишет:22 сентября 2011 в 19:56 ответить
эта песня старая я помню как пела эту песню может быть и самая первая девушка из деревни Яманаки Красноамейского района со школьным ансамблем из Красноармейской средней школы и мы все просто говоря по нынешнему и стар и млад просто оболдевали и было это в конце семидесятых и звали эту прекрасную девушку ВАЛЕНТИНА МАТВЕЕВА<Куçару: 44. валера çырать: сентябрь, 22, 2011, 19:56 хуравламалла
ку юрă кивĕскер эп астăвап мĕнле ку юрра юрланă тен Трак районĕчи Яманакри чи пĕрремĕш хĕр шкул ансамблĕпе Трак вăтам шкулĕнчен вара ансаттăн каласан ватти-вĕтти пурте киленеттĕмĕр пулнă ку 70-мĕш çулсен вĕçĕнче хайхи чипер хĕре ВАЛЕНТИНА МАТВЕЕВА тетчĕç>
Илсе кăтртнă тĕслĕхре "Шăнкрав курăкĕ" юрă пирки сăмах пырать-ха. Анчах та "Юрату сăмасахĕ" юрă та унпа пĕр вăхăталлах халăх хушшинче сарăлнă, çут тĕнчене кăлараканĕсем те пĕр çынсемех пулнă пулмалла. Борис Чиндыков çырнинчен[2]:
Кам чĕрине кăна тыткăнламан пуль шкул ансамблĕнчи çамрăк чăваш хĕрĕн хĕрарăмăнни пек кăкăртан тухакан туйăмлă, çав вăхăтрах пĕчĕкке хĕрачанни пек таса сасси? Иăнăшмастăп пулсан, çав хĕрачана, чăвашсен пĕрремĕш поп-çăлтăрне, Валя Матвеева тесе чĕнетчĕç пулас. Мĕн тури аслă антăху хуçаланнă иккен чăваш çамрăкĕсен чунĕ-чĕринче тăван чĕлхеллĕ поп-музыкăшăн: Степанов юррисем самантрах Чăваш Çĕрĕн пĕтĕм анлăшĕпе сарăлаççĕ. Шупашкар завочĕсенчи ансамбльсем хăйсен вăл вăхăтри чи çĕнĕ те хăватлă аппаратурипе тума пултарайман шлягерсене ялти шкул ачисем уроксем хыççăн пушă класра çыртараççĕ. Мĕнре-ши сăлтавĕ? Мĕне кура тÿрех, пĕр шутласа тăмасăрах йышăнчĕ вĕсене чăваш çамрăклăхĕ? Кам астумасть пуле Валя Матвеевăн вилĕмсĕр сассине:
Сарă хĕр çÿрет
Кÿл хĕрне,
Каçсерен кĕтет
Савнине...
Е тата:
Эс йĕретĕн-и,
Эс чĕтретĕн-и,
Ма салхуллă сан
Иăл куллу? (Вениамин Пехил сăвви.)
Çамрăк ăрăвăн хăнеевĕр чун йăпанăвĕ, кăмăл уççи пулса тăчĕç çак юрăсем. Чăвашрадио 1969 çултан пуçласа ирттернĕ «Çулталăкри чи лайăх юрăсем» конкурсăн 1979-мĕш çулхи çĕнтерÿçисем пулмаллискерсем, Илья Степановăн çак икĕ юрри —«Сарă хĕр юрри» тата «Шăнкăрав курăкĕ»—пĕрремĕш вырăн йышăнаймаççĕ, мĕншĕн тесен «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн хаяр реплики хыççăн конкурса ирттерекенсем ăна чарса лартаççĕ; çапла вара Чăвашрадио 79-мĕш çулхи чи лайăх юрăсене па-лăртмасăрах хăварать (çакăнпа пĕрлех конкурсĕ хăй те вунă çуллăха хупăнать).
Кунта юрăç çумне "черете" палăртакан номер ("пĕрремĕш") çакса хума хăтланнă-ха та, ытти енчен аванах кăтартнă пулĕ "Валентина Матвеева феноменне" тата ăна халăх çине тухма пулăшакансене.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Чăваш эстради. Шăнкрав курăкĕ. 2017 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ. (комментарисене пăхăр)
- ^ Чиндыков, Борис ЧАВАШ ПОП-МУЗЫКИ: УМТАПХĂР.
Каçăсем
тӳрлет- Шăнкрав курăкĕ. Первая исполнительница песни Валентина Матвеева. Оригинальная запись.
- Шăнкрав курăкĕ. Валентина Никанорова юрлать. 2017 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Юрий Сергеевпа Евгений Григорьев - Шăнкрав курăкĕ
- "шанкрав кураке". чувашская песня Опубликовано: 27 окт. 2016 г. 27 10 2016, чебоксары, ансамбль "сявал"
Ку юрăç пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |