Юрату сăмсахĕ (юрă)
Юрату сăмсахĕ — 1970-мĕш çулсен иккĕмĕш çурринче сарăлнă лирикăлла юрă. Юрра шăрантарса чăн малтан халăх умне кăлараканĕ Валентина Матвеева пулнă пулас. Ытти авторсем кам пулнине çак статьяна çыракансем халлĕхе тупса палартайман-ха. Кĕввине çыраканĕ, хăшпĕр хыпарсем тăрăх[1], Илья Степанов композитор (1941-2016). Ку хайлава çав ятлах тата каярахпа сарăлнă ытти çавăн пек юрăсемпе пăтраштармалла мар[2].
Юрату сăмсахĕ | |
Юрă | |
---|---|
Жанр | лирикăлла юрă |
альбомĕн трек-лисчĕ | |
- |
Юррăн кунçулĕ
тӳрлетИнтернетра ак мĕнле хыпар пĕлме пулать[3]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)44. валера пишет:22 сентября 2011 в 19:56 ответить
эта песня старая я помню как пела эту песню может быть и самая первая девушка из деревни Яманаки Красноамейского района со школьным ансамблем из Красноармейской средней школы и мы все просто говоря по нынешнему и стар и млад просто оболдевали и было это в конце семидесятых и звали эту прекрасную девушку ВАЛЕНТИНА МАТВЕЕВА<Куçару: 44. валера çырать: сентябрь, 22, 2011, 19:56 хуравламалла
ку юрă кивĕскер эп астăвап мĕнле ку юрра юрланă тен Трак районĕчи Яманакри чи пĕрремĕш хĕр шкул ансамблĕпе Трак вăтам шкулĕнчен вара ансаттăн каласан ватти-вĕтти пурте киленеттĕмĕр пулнă ку 70-мĕш çулсен вĕçĕнче хайхи чипер хĕре ВАЛЕНТИНА МАТВЕЕВА тетчĕç>
Илсе кăтртнă тĕслĕхре "Шăнкрав курăкĕ" юрă пирки сăмах пырать-ха. Анчах та "Юрату сăмасахĕ" юрă та унпа пĕр вăхăталлах халăх хушшинче сарăлнă, çут тĕнчене кăлараканĕсем те пĕр çынсемех пулнă пулмалла.
Хальхи вăхăтра Интернетра «Юрату сăмсахĕ» юрра Ольга Прокопьева юрлани пур (видео мар, аудио, мр3 формат)
Юррăн сăвви пирки
тӳрлет
Кăтра ешĕл тумлă Юрату сăмсахĕ
Капăрлатать Атăл хĕррине.
Юрату сăмсахĕ, юрату ахахĕ
Хускатмасть-ши камăн чĕрине.
Çутă çăлтăр акнă анлă Атăл каçĕ
Юрату сăмсахĕн ытамне.
Каччăсем çут çăлтăр ăмăртса пухаççĕ
Парнелеççĕ чун савнисене.
Чун-чĕре çуначĕ — юханшыв хăвачĕ.
Иксĕлми пуласлăх сăнсенче.
Пĕр-пĕрне савмашкăн чăн сăмах параççĕ
Çамрăксем ват Атăл хĕрринче.
Кăтра ешĕл тумлă Юрату сăмсахĕ
Капăрлатать Атăл хĕррине.
Юрату сăмсахĕ, юрату ахахĕ,
Юрату пиллет чĕресене.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Деятели культуры и искусства : Артисты и музыканты : Степанов Илья Романович Деятели культуры и искусства : Артисты и музыканты : Степанов Илья Романович. 2017 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Сăмахран, ак çакăнпа ан пăтраштарăр: Алексей Чукмага. Юрату сăмсахĕ. — Опубликовано: 11 мая 2015 г.
- ^ Чăваш эстради. Шăнкрав курăкĕ. 2017 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ. (комментарисене пăхăр)
Каçăсем
тӳрлет- все песни от: Ольга Прокопьева(ĕçлемен каçă)