Буркина Фасо, — Африкăри патшалăх, çĕрĕсем тинĕс хĕррине тухмаççĕ. Мали, Бенин, Того, Кот-д’Ивуар, Гана тата Нигер патшалăхĕсемпе юнашар вырнаçнă.

Burkina Faso

Буркина Фасо

Буркина Фасо ялавĕ Буркина Фасо гербĕ
Патшалăх чĕлхисем франци чĕлхи
Тĕп хула Уагадугу
Чи пысăк хула Уагадугу
Президент Блэз Компаоре
Премьер-министр Параманга Эрнест Йонли
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
72 вырăнта
274 200 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2005)
 - Йышлăхĕ
63 вырăнта
13 925 313
51/км²
Валюта ячĕ АФС франкĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +00 пуçласа +00 таран
Патшалăх гимнĕ
Тетел доменĕ .bf
Тел. префиксĕ +226

Халăхĕ

тӳрлет

Патшалăхăн кăк халахĕ шутĕнче икĕ халăх ушкăнĕ шутланаççĕ: пĕрисем — гурсем (вĕсем шутне моси, бобо, лоби тата ытти халăхсем кĕреççĕ), теприсем — манде (вĕсем шутне хауса, фульбе, туарегсем, тата ыттисем кĕреççĕ). 3/4 пайĕ хăйсен авалхи тĕнне ĕненеççĕ, ыттисем ислампа христианлăх тĕнсен йĕркисемпе пурăнаççĕ.

Хулара пурăнакан халăх йышĕ 27%.

Экономика

тӳрлет

Экономика тĕлешĕнчен пăхсан кунта ял хуçалăхĕ вăйлă аталаннă. Ытларах енчен Франци укçисене хывнă. Ял хуçалăхĕнче халăхйышĕн 90% ытла ĕçлет. Экспорт çине çĕр мамăкĕ, арахис, çу пальми, çу йывăççи, каритэ каять.

Çавăн пекех кунта ылтăн, ртуть, мрамор кăлараççĕ.


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.