Болгaр чĕлхи
- Ку ăнлава Пӑлхар чĕлхи ăнлавпа пăтраштармалла мар
Болгар чĕлхи (български език) — индоевропа чĕлхе çемьине кĕрекен славян ушкăнĕн кăнтăр кĕçĕн ушкăнĕнчи пăлхарсен чĕлхи. Пăлхари Республикин официаллă чĕлхи. Çырулăхне кириллица никĕсĕпе тунă. Пăлхар чĕлхипе илемлĕ тата ăслăх литературин чылай. Пăлхарла калаçакан тĕнчери мĕнпур йышĕ 2014 çул тĕлне — 9 миллиона яхăн çын.
Болгар чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | български език |
Патшалăхсем: | Пăлхари, Çурçĕр Македони, Украина, Серби, Румыни, Греци, Турци, Молдави, Албани, РФ |
Регионсем: | Балкан çурутравĕ |
Официаллă статус: | Пăлхари Европа пĕрлешĕвĕ |
Йĕркелекен: | Пăлхар ăслăх академийĕн Пăлхар чĕлхин институчĕ (Институт за български език) |
Рейтинг: | 86 |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Индоевропа çемьи | |
Çырулăх: | кириллица (пăлхар алфавичĕ) |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | bg |
ISO 639-2: | bul |
ISO 639-3: | bul |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Ытти чылай славян чĕлхисемпе танлаштарсан, пăлхар чĕлхинче аналитизм тарăн тымар янă: ӳкĕмсем пачах çухалнă (вĕсен функцисем предлогсемпе сăмахсен йĕркелĕшĕ çине куçнă); палăртнă тата палăртман[3] тата «нуллĕ» артикльпе усă кураççĕ. Славян чĕлхисем хушшинче пăлхар чĕлхинче кăна тата çывăх македон чĕлхинче артикльсем пур.
Лексикăлла пăлхар чĕлхи чиркӳ-славян чĕлхине çывăх, халиччен те тухăç славян чĕлхисенчи архаикăллă сăмахсем пур. Историри сăлтавсене пула, пăлхар чĕлхинче тĕрĕк кăкĕнчен тухнă сăмахсем нумай. Вырăс чĕлхипе пăлхар чĕлхин лексиконĕсен пĕрпеклĕхĕ чиркӳ витĕр тухать, стилилистика енĕпе пăлхар чĕлхине серб, хорват тата македон чĕлхисем çывăхрах.
Диалектсем
тӳрлетПăлхар чĕлхин ареалĕ диалект енĕпе иккĕне пайланать — тухăç тата анăç калаçăвĕсем. Çак облаçсем чикки çурçĕртен кăнтăралла выртать, ѣ вырăнне уçă сасă каланин изофони уйрăмлăхне пула пайланаççĕ[4][5].
Çырулăх
тӳрлетПăлхар алфавитне (българска азбука) кириллицаникĕсĕпе тунă, унта 30 саспалли:
|
|
Çав. пекех
тӳрлетЛитература
тӳрлет- Маслов Ю. С. Болгарский язык // Языки мира. Славянские языки. — М.: Academia, 2005. — ISBN 5-87444-216-2
- Данилов Г. К. Болгарский язык // Литературная энциклопедия : в 11 т. : т. 1 / Отв. ред. Фриче В. М. ; Отв. секретарь Бескин О. М. — М. : Изд-во Ком. Акад., 1930. — Стб. 564—567. — 768 стб. : ил.
- Лось И. Л. Болгарский язык // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Council of Europe (акăлч.). — List of declarations made with respect to treaty No. 148. European Charter for Regional or Minority Languages. çăлкуçран архивланă 24 Чӳк уйӑхӗн 2012.(2014 çулхи Пуш уйӑхӗн 14-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Катунин Д.А. Статус языков в современном сербском законодательстве как реализация языковой политики государства // Вестник Томского государственного университета. Философия. Социология. Политология. - 2008. - № 2. - С. 143
- ^ Софийский университет «Св. Климент Охридский», Учебные программы для специальности Болгарская филология — «Современный болгарский язык. Морфология» 2007 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ. (на болгарском)
- ^ Бернштейн С. Б. Шаблон:Статья ЛЭС
- ^ Маслов, 2005, с. 69