Боголюбов Александр Николаевич
Боголюбов Александр Николаевич (1900, Шупашкар, Хусан кĕперни - 1956, Мускав) — генерал-полковник, Совет Союзĕн Паттăрĕ. Вăл Чăваш Республикин Шупашкар хулинче çуралнă.
Боголюбов, Александр Николаевич | |||||||||||||||||
Ӳкерчĕк:Боголюбов, Александр Николаевич (генерал).jpg | |||||||||||||||||
Çуралнă вăхăт | 1900 -мĕш çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕ | ||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Шупашкар | ||||||||||||||||
Вилнĕ вăхăт | 1956–мĕш çулхи нарăсăн 28-мĕшĕ | ||||||||||||||||
Вилнĕ вырăн | Мускав | ||||||||||||||||
Пăхăнулăх | СССР | ||||||||||||||||
Хĕсмет çулĕсем | 1918- 1955 | ||||||||||||||||
Хисеп | |||||||||||||||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Граждан вăрçи Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | ||||||||||||||||
Чыславсем тата парнесем |
| ||||||||||||||||
Отставкăра | 1955 |
Кунçул
тӳрлетГеройăн ашшĕ, Николай Матвеевич Боголюбов, хальхи Çĕрпӳ районĕнчи Патăрьел чăваш ялĕнчен тухнă çын пулнă, Атăл пăрахучĕ çинче механик пулса ĕçленĕ; ир вилнĕ[1][2]. Амашĕ, Надежда Ивановна, вырăнти спирт савутĕнче ĕçленĕ.
Александр Боголюбов 1918-мĕш çулта Хĕрлĕ Çар ретне кĕнĕ, граждан вăрçине хутшăннă.
1920-мĕшпе 1938-мĕш çулсем хушшине нумар çар шкулĕ пĕтернĕ: дислокаци аслă шкулĕ (1920), Аслă çар çыхăну шкулĕ (1924), М.В. Фрунзе ячĕллĕ çар академийĕ (1931), Генераллă штабăн çар академийĕ (1938).
1924-мĕш çултан взвод, рота, батальон командирĕ. 1931-мĕш çултан - штаб пуçлăхĕ, çыхăну полкĕн командирĕ, каярах перевçĕ корпусĕн çыхăну пуçлăхĕ тата штабăн операцилле уйрăмĕн пуçлăхĕ. 1938-мĕш çулта Тĕп штабĕн çар академин вĕрентӳçи.
Вăрçă пуçлансан Резерв фрончĕ штабĕн операцилле пайĕн пуçлăхĕ, 1941-мĕш çулхи юпа уйăхĕнчен.
1942-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче Боголюбов генерал-лейтенанта Тĕп штабĕн операциллĕ управлени пуçлăхĕн çумне лартаççĕ, 1942-мĕш çулхи авăн уйăхĕнче ăна каллех 43-мĕш çар штабĕн пуçлăхне лартаççĕ.
1942-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче Боголюбов Тĕп штабĕн операцилле управленин пуçлăхĕн 1-мĕш çумĕ. Каярах тĕрлĕ фронтсенче штаб пуçлăхĕ: Çурçĕр_Тухăç, 1-мĕш Украина, 2-мĕш Беларуç.
Çапăçусне харсăр ертсе пынăшăн ăна 1945 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ (№ 5544).
1945-мĕш çулхи çĕртмере Çурçĕр çар ушкăнĕн штаб пуçлăхĕ, 1945-мĕш çулхи юпа уйăхĕнчен вăл Генераллă штабăн çар академийĕнче оперативлă тактика циклĕ, кафедра пуçлăхĕ, пуçлăхĕн çумĕ. 1951-мĕш çулхи пуш уйăхĕнчен 1953-мĕш çулхи çурла уйăхĕччен Аякри Тухăçри çарсен командующин çумĕ, 1953-мĕш çулхи авăн уйăхĕнчен 1955-мĕш çулхи юпа уйăхĕччен çар тата физика хатĕрленĕвĕн Тĕп управленин пуçлăхĕн çумĕ.
1955-мĕш çулта запаса кайнă.
1956 çулхи нарăсăн 28-мĕшĕнче Мускав хулинче вилнĕ.
Чыславсем
тӳрлет- 2 Ленин орденĕ
- 4 Хĕрлĕ Ялав орденĕ
- 2 I степеньлĕ Суворов орденĕ
- I степеньлĕ Кутузов орденĕ
- I степеньлĕ Богдан Хмельницки орденĕ (СССР)
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Трофимов, Прохор. Пирĕн мухтавлă ентеш. — Ялав, 1990, №5 (май). — С. 9. (Ашшĕн тулли ятне ку çăлкуçра асăнман).
- ^ Официальный портал Администрации Ленинского района г.Чебоксары. — 09:40 09 декабря 2013 г.
Вуламалли
тӳрлет- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382
• Марфин Ю.П. Доброволец из Чебоксар. Ч., 2000.
Каçăсем
тӳрлетБоголюбов Александр Николаевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |