Беседка (Киев облаҫӗ)

Беседка (укр. Бесідка) — Киев облаҫӗн (Украина) Шурӑ Чиркӳ районӗнчи Ставище поселок громадинче сала. Громада центрӗнчен 13 ҫухрӑм кӑнтӑр-тухӑҫалла, Красилевка хӗррисенче вырнаҫнӑ. Пурӑнан халӑх - 1 216 ҫын.

Беседка
Патшалăх Украина
Облаç Киев облаҫӗ
Район Шурӑ Чиркӳ районӗ
Поселок громади Ставище
Никĕсленĕ 1560
Лаптăк 5 522 çм²
Йышлăх 220,21 çын/çм²
Вăхăт тăрăхĕ UTC+2, çулла UTC+3
Телефон кочĕ +380 4564
Почтă индексĕ 09444
Автомобиль кочĕ Киев облаҫӗ
КОАТУУ UA32020170030029238
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Беседка пăхăр.

Кунҫул

тӳрлет

1560 ҫулта никӗсленӗ[1]. Вӑрман патӗнчи Шурӑ Чиркӳрен Уманя ҫул пулнӑ, унта касаксен чармалли ҫурт лартнӑ. Касаксем унта калаҫусем (укр. бесіда) тунӑ. Калаҫусенче ляхсемпе тутарсене тапӑну планӗ каласа хучӗҫ. Ҫак калаҫусенчен (укр. бесіда) салан ячӗ тухрӗ — Беседка (укр. Бесідка).

Беседка ҫыннисен астӑвӑмӗнче малалла пӗчӗк топонимсем упраннӑ: Огруд (укр. Огруд) — улпут ҫурчӗпе ҫимӗҫ пахчи пулнӑ. Верхьяр (укр. Верх'яр) — тахҫанах чумаксен Крыма тӑваршӑн ҫулӗ. Сокоринка (укр. Сокорінка) — икӗ пысӑк ӗмӗр тирек ӳснӗ. Ун патӗнче ҫӑлпа хӗрес пулнӑ. Ҫумӑрсӑр ҫулсенче кунта ҫынсем Турра ҫумӑршӑн килсе ыйтнӑ[2].

Текен Киев касаклӑхӗн крепоҫлӑха хирӗҫ юхӑмра Беседка ҫыннисен нумай хутшӑннӑ. 1855 ҫутхи акара кресченсемпе ҫарсем хушшинче ҫапӑҫу пулнӑ, кайран кресченсене хулӑпа ҫаптарнӑ. Юхӑмӑн пуҫлӑхӗ Ф. Шеремие Ҫӗпӗре асапшӑн янӑ.

1902-1905 ҫулсенче салара кресчен пӑлаханӑвӗсем пулнӑ.

1919 ҫулхи кӑрлачра сала патӗнче украин пӑлхану атаманӗсем Зеленыйпа Кармелюкӑн пӑлханаканӗсемпе большевик ҫарӗсем хушшинче ҫапӑҫу иртнӗ[3].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ССРП орденӗсемпе медалӗсем арҫынлӑхпа хӑюлӑхшӑн тата нацист ҫарӗсене хирӗҫ ҫапӑҫушӑн 173 сала ҫыннисене чысланӑ.

Вӑрҫӑ хыҫӗнчи вӑхӑтра салара Щорс Н.А. ячӗллӗ колхоз тунӑ. Пӗрчӗллӗ тата техникӑллӑ культурӑсем ӳстернӗ. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетни, кайӑк-кӗшӗк ӗрчетни, сад ӗрчетни, пулӑ ӗрчетни. Колхозӑн ӗҫченӗсем медальсемпе орденпе ял хуҫалӑхӗ аталаннишӗн чысланӑ[4].

Паллӑ ҫынсем

тӳрлет

Галерей

тӳрлет

Асӑрхавсем

тӳрлет
  1. ^ ВРУ
  2. ^ Архівована копія. Тĕрĕсленĕ 18 жовтня 2017.
  3. ^ Архівована копія. Тĕрĕсленĕ 30 березня 2018.
  4. ^ УРСР Бесідка
  5. ^ Тинченко Я. Офіцерський корпус Армії Української Народної Республіки (1917—1921): Наукове видання. — К.: Темпора, 2007. — 324 с. ISBN 966-8201-26-4
  6. ^ Архівована копія. Тĕрĕсленĕ 18 жовтня 2017. 2017 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
  7. ^ Тучапський Павло Лукич // Шевченківська енциклопедія : у 6 т. / Гол. ред. М. Г. Жулинський. — Київ : Ін-т літератури ім. Т. Г. Шевченка, 2015. — Т. 6: Т—Я. — С. 336-337

Каҫӑсем

тӳрлет

Шаблон:Шурӑ Чиркӳ районӗ