Бандураçă (поэма)
Бандураçă (оригинал чĕлхипе — Бандурист) — Çеçпĕл Мишши 1920-мĕш çул тĕлнелле вырăсла çырнă, 132 е 134 йĕркеллĕ, виçĕ пайлă поэма[2].
Бандураçă | |
Бандурист | |
Жанр: | поэма |
---|---|
Автор: | Çеçпĕл Мишши |
Тăван чĕлхи: | ? |
Хайланă çул | 1920 (?) |
Пичетленĕ: | 1935[1] |
Уйрăм кăларăм: | уйрăм кăларăмпа тухман |
Куçару: | куçарусем пррипе çукки паллă мар |
Поэма историйĕ
тӳрлетÇеçпĕл Мишши хăй çырнă алçыру та, пурăннă чух пичетленнĕ текст та сыхланса юлман. Хайлав пирки автор асăнни те ниçта тĕл пулмасть. "Бандураçă" поэма пирки ун çинчен Влас Паймен тата Стихван Шавли асăннинчен çеç пĕлетпĕр[2]. Ун пирки Самарти "Колхозник" хаçатра 1935-мĕш çулта асăннă çынсем ятарласа çырса пĕлтернĕ. Мĕншĕн тесен поэмăн алçырăвне Çеçпĕл Мишшин тусĕн П.И.Бекшанскийĕн шăллĕ А.И.Бекшанский çав çулхинех Стихван Шавлине ярса панă пулнă. Алçыру 1937-мĕш çулта В.Паймен хучĕсемпе пĕрле, арестленĕ хыççăн, пĕтнĕ. Хăçан тата ăçта çырнине те çак фактсенчен çеç тавçăрма пулать, мĕншĕн тесен вĕсем пирки те никам ниçта юри каласа хăварни çук. Куратпăр ĕнтĕ, поэмăн икĕ çăлкуç. Влас Паймен тата Стихван Шавли юриех ятарласа, пĕрле калаçса татăлса (каварлашса), мистификаци тата фальсификаци çулĕ çине тăнă темешкĕн нимĕнле сăлтавсем те çук. Пĕтĕмпех шанчăклă. Поэмăна вăхăтĕнче, алçыру ал айĕнче чух, йăлтах, пĕр йĕрке сиктермесĕр, пичетлесе кăларманни çеç пăшăрхантарать.
Бандурист
поэма
........................
Белые берёзы
В дремоте стоят.
........................
Тихо ниспадали
Прядью золотой.
........................
С ними подаянья
У людей просил.
........................
Да ещё собаку
Верную любил,
С нею подаянья
Скудные делил.
........................
С ней встречал он утро
В тишине лесной,
С ней прощался с солнцем,
Сидя над рекой.
.........................
Жутким завываньем
Плакала над ним
Бедная собака
Воем роковым.
1920 (?), Тетюши.
<Йĕркепĕрĕн куçарни: Бандураçă // поэма // ... // Шурă хурăнсем // Тĕлĕрсе тăраççĕ. // ... // Тÿлеккĕн тăкăнаççĕ // Ылттăн пайăрка пек. // ... // Вĕсемпе çимелĕх // Çынсенчен тилмĕрнĕ. // ... // Тата йыттине, // Шанчăклăскерне, юратнă, // Унпала çимелĕхне, // Нумаях та марскерне, пайланă. // ... // Унпалан ирсене кĕтсе илнĕ // Вăрман шăплăхĕнче, // Унпалан хĕвелпе сывпуллашнă, // Юханшыв çийĕн ларнă майăн. // ... // Хăрушшăн йынăшса // Макăрнă ун çийĕн // Мăнтарăн йытти // Тем систерес пек улавĕпе. // 1920 (?), Теччĕ.>
Кунти пăнчăсем минус-йĕркесене мар, тулли текст сыхланса юлманнипе сиксе тухнă лаккунăсене пĕлтереççĕ.
Вуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетКу литература пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |