Лаккунă (лингвистика)

Лаккунă (хранццус. lacune "сиктерни", "пушă вырăн"; вырăсла лаку́на) — пĕр-пĕр чĕлхепе пуплеври пулăмсене урăх чĕлхеллĕ çынсем хăйсемле куçарма пултарайман элементсем. Калăпăр, ку пĕр-пĕр ăнлав валли харпăр чĕлхере ятарлă сăмах çуккипе те çыхăнма пултарать. Акă, чăвашла эпĕр аннен амăшне кукамай тепĕр. Вырăс чĕлхинче вара ку тĕлте лаккунă: тивĕçлĕ сăмах çук та, ирĕксĕрех "бабушка" теме тивет. Паллах, лакуна тени эпир илсе кăтартнă пек тĕслĕхсенчен çеç мар тăрать. Çавна кура вĕсене ушкăнсем çине пайлама пулать.

Тата ыттисем те...

Вуламалли

тӳрлет