Ахтимирова Роза Николаевна

Ахтимирова Роза Николаевна (чăн хушамачĕ Петрова, 12.9.1939, Тенеяль ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР — 12.8.2021, Шупашкар, Чăваш Республики), — чăваш прозăçĕ, тăлмачĕ. 1939 çулхи авăн уйăхĕн 12 Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи Тенеяль ялĕнче çуралнă.

Роза Шевлепи
Çуралнă чухнехи ят: Петрова Роза Николаевна
Çуралнă вăхăт: 1939, авăн, 12
Çуралнă вырăн: Тенеяль ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 2021, çурла, 12
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçĕ тата тăлмачĕ
Жанр: повеç, роман, калав
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1991-па), РФ журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (2001), педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ. Удмурт Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Чăваш Енĕн халăха вĕрентекен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1997), И. Я. Яковлев ячĕллĕ мĕнпур чăваш наци премийĕн лауреачĕ (1992), К. Герд ячĕллĕ мĕнпур удмурт наци премийĕн лауреачĕ (2002).

Пурнăçĕ

тӳрлет

1939 çулхи авăн уйăхĕн 12 Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи Тенеяль ялĕнче çуралнă.

Чăваш педагогика институчĕн историпе филологи факультетĕнче вĕренсе тухнă. Çавăн хыççăн Вăрмар районĕнчи Арапуçри вăтам шкулта вырăс тата чăваш чĕлхипе литературине ачасене вĕрентнĕ. Мускавра вырнаçнă Наци шкулĕсен институтĕнче кандидат диссертацине хӳтеленĕ хыççăн Чăваш Енĕн аслă вĕрентӳ шкулĕсенче вĕрентӳçĕ тата доцент пулса ĕçленĕ.

2021 çулхи çурлан 12-мĕшĕнче Шупашкарта куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.

Пултарулăхĕ

тӳрлет

Малтанхи хайлавĕсем 1966 çулта Вăрмар районĕн «Хĕрлĕ Ялав» тата Тăвай районĕн «Ял ĕçченĕ» хаçатсенче пичетленнĕ. Калавĕсем республикăра тухса тăракан ытти хаçат-журналсенче те час-часах кун çутине курнă.

Кĕнекисем:

  • Чăвашла:
    • «Асанне халалĕ» (калавсем, 1993);
    • «Чăвашсен ырă йăла-йĕркисем» (калавсем, очерксем, аса илӳсем, 1993);
    • «Ача-пăча сăмахлăхĕ» (пухаканĕ, Г. Юмартпа пĕрле, 1993);
    • «Роза Шевлепи пултарулăхĕ» (монографи, 1998);
    • «Юхма Мишши пултарулăхĕ тата халăх педагогики» (очерксем, 1996);
    • «Чăваш литературине шкулта вĕрентме çыхăннă меслетсем» (ăслăлăх кăларăмĕ, 2001);
    • «Тăван сăмах» (4-мĕш класс валли вĕренӳ кĕнеки, пухаканĕ, П. Дмитриевпа пĕрле (1988), Т. Артемьевăпа тата О. Печниковпа пĕрле (1992));
    • «Чăваш литературине вĕрентес хăш-пĕр ыйтăвĕсем» (Вĕрентӳ пособиĕ, Д. Филипповăпа пĕрле, 1989);
    • «Ăсталăх тӳпинчен» (1999);
    • «Г. Красновпа Г. Желтухинăн «Пурнăç иккĕ килмест» кĕнекинчи фольклорпа сăмах вĕççĕн çӳрекен педагогика» (монографи, 1999);
    • «Ачалăхри тусăмсем» (новеллăсем, 2002);
    • «Чăвашлăх управĕ» (очерксем, 2002);
  • Вырăсла:
    • «Мишши Юхма в контексте мировой литературы» (монографи, 1998);
    • «Чувашская фольклорная педагогика в контексте словесной культуры народов Урало-Поволжья» (монографи, 2002);
  • Чăвашла куçарнисем:
    • «Тăрă çăлкуçсен кĕвви» (1993);
    • А. Авиповăн «Хура кĕркунне» (калавсем, 1999);
    • В. Ар-Сергиĕн «Хурчка чĕппи» (калавсем, 1996);
    • К. Гердăн «Матьи» (калавсем, хайлав, статьясем, 1999);
    • В. Крыловăн «Шыв çинчи çăлтăрсем» (калавсем, 1998);
    • В. Ванюшевăн «Салам, Шупашкар!..» (калавсем, 1999);
    • Г. Пироговăн «Асамат кĕперĕ» (калавсем, 1998);
    • В. Ванюшевăн «Туслăх — содружество — эшьяськон» (калавсем);
    • Л. Кутяновăн «Шурă лили» (сăвăсем, 1998);
    • М. Петровăн «Кивĕ Мултан» (роман, 1999);
    • «Удмурт калавĕсем» (2002);
    • «Элнет юррисем» (2002).

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет