Ахрат Иван Васильевич

Ахрат Иван Васильевич (чăн хушамачĕ Константинов) (1934, çĕртме, 3, Чăваш АССР, Йĕпреç районĕ, Энтриел ялĕ2004, Çĕнĕ Шупашкар хули, Чăваш Ен — чăваш прозăçи, сăвăçи, журналисчĕ[1]. Çырнисенчен ытларахăшĕ мусăк тĕнчипе çыхăннă.

Иван Ахрат
Çуралнă чухнехи ят: Константинов Иван Васильевич
Çуралнă вăхăт: 1934, çĕртме, 3,
Çуралнă вырăн: Энтриел ялĕ, Йĕпреç районĕ Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 2004, çĕртме, 4
Вилнĕ вырăн: Çĕнĕ Шупашкар хула, Чăваш Республики
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата сăвăçĕ
Жанр: повеç, калав, поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Чыславсем: Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1985)
Константинов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Раççей çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1994)

Пурнăçĕ

тӳрлет

1934 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи Энтриел ялĕнче çуралнă.

Çиччĕ класлă вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕллĕ кĕвĕ училищине вĕренме кĕнĕ. Кайран Чăваш педагогика институтне пĕтернĕ. Улатăрти, Сĕнтĕрвăрринчи, Çĕнĕ Шупашкарти мусăк шкулĕсенче тата Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ шкул-интернатĕнче вĕрентнĕ. Республикăри Халăх пултарулăх çурчĕн методисчĕ вырăнĕнче ĕçленĕ. 1970-1990 çулсенче Чăвашрадиовĕн кĕвĕ ярăмĕсен редакторĕ тата тĕп редакторĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

2004 çулхи çĕртмен 4-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

1971 çулта унăн пĕрремĕш ĕçĕсем пичетленнĕ. «Топольсем» (Тополя) хайлавĕ «Çамрăк коммунист» хаçатра кун çутине курнă.

Иван Ахрат сăввисем çине нумай юрă хывнă. Вĕсен шучĕнче Л. Жуковскийĕн «Сарă хĕр юрри», Н. Карлинăн «Пĕрле ӳснĕ туссем», И. Степановăн «Çул юхать, юхать», «Ай, юрлар-и?» тата ыттисем.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Шурăмпуç шăпчăкĕсем» (1971);
  • «Çичĕ юлташ çулĕпе» (1987);
  • «Кăвак çутă килсен» (1991);
  • «Çул юхать, юхать» (2000).

Чыславсем

тӳрлет
  • Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1985)
  • Чăваш Республикин мусăк пĕрлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
  • Чăваш Республикин композиторĕсен Ассоциацин пайташĕ

Вуламалли

тӳрлет
  • Антонова, E. Пурнăç çулĕ – анлă çулĕ / E. Антонова // Ахрат, И. Çул юхать, юхать.../ И. Ахрат. – Шупашкар, 2002. – С. 5-9.
  • Ахрат, И. Çынсен телейĕпе савăнатăп пулсан // Ахрат, И. Çул юхать, юхать... / И. Ахрат. – Шупашкар, 2002. – С. 162-182.
  • Иван Ахрат // Ахрат, И. Cул юхать, юхать.../ И. Ахрат. – Шупашкар, 2002. – С. 3.
  • Прокопьев, В. Иван Ахратăн çăлтăрĕ / В. Прокопьев // Тăван Атăл. – 2014. – № 12. – Прил.: с. 30-35 : сăн ӳкерчĕк.
  • Ахрат (Константинов) Иван Васильевич // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 161.
  • Жирнов, Н. Т. Ахрат (Константинов) Иван Васильевич / Н. Т. Жирнов // Ибресинский район : краткая энцикл. – Чебоксары, 2011. – С. 30.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет