Афанасьев Егор Афанасьевич

Афанасьев Егор Афанасьевич (1922, юпа, 2, Хорнсор Мучикасси (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Хорнсор) ялĕ, Элĕк вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Чăваш АО — 1980, утă, 26, Сĕнтĕрвăрри, Чăваш АССР) — чăваш сăвăçи, драматургĕ, прозăçи, юмахçă.

Eгор Афанасьев
Çуралнă чухнехи ят: Афанасьев Eгор Афанасьевич
Çуралнă вăхăт: 1922, юпа, 2
Çуралнă вырăн: Хорнсор ялĕ, Етĕрне уесĕ, Чăваш АО (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ), РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 1980, утă, 26
Вилнĕ вырăн: Сĕнтĕрвăрри, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата сăвăçĕ, драматургĕ
Тĕлĕ: ача-пăча литератури
Жанр: поэзи, юмах, драма
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Афанасьев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

ССРП ÇП пайташĕ (1979)[1].

Биографи

тӳрлет

1922 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ) Хорнсор Мучикасси (халĕ Хорнсор) ялĕнче çуралнă.

Етĕрнери педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ. Ачасене шкулта вĕрентнĕ. Çĕмĕрле районĕнчи «Малалла» тата Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Ленин ялавĕ» хаçатсенче вăй хунă. «Ялав» журнал редакциĕнче литература ĕçченĕ пулнă.

1980 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет
  1. Афанасьев, Егор Афанасьевич. Ĕшнери ёлка: юмах / Е. А. Афанасьев. - Шупашкар, 1954. - 16 с.[1](ĕçлемен каçă)
  2. Афанасьев, Егор Афанасьевич. Кентти: сăвăсем / Егор Афанасьев. - Шупашкар, 1972. - 64 с.[2](ĕçлемен каçă)
  3. Афанасьев, Егор Афанасьевич. Кентти ӳсет: шкул çулне çитмен ачасем валли çырнă сăвăсем / Е. А. Афанасьев, 1966. - 36 с.
  4. Афанасьев, Егор Афанасьевич. Пирĕн ял ачисем: сăвăсемпе поэмăсем / Е. А. Афанасьев. - Шупашкар, 1965. - 39 с.[3](ĕçлемен каçă)
  5. Афанасьев, Егор Афанасьевич. Çи, шăнкăрч: кĕçĕн çулхи ачасем валли çырнă сăвăсем / Е. А. Афанасьев, 1964. - 47 с.

Унăн Г. Тереньтевпа пĕрле çырнă «Выигрыш» пьесине Чăваш драма театрĕнче лартнă.

Вуламалли

тӳрлет
  1. Афанасьев, Е. [Ача-пăча сăввисем] / Е. Афанасьев // Тăван Атăл. – 2012. – № 10. – Прил.: с. 37-38. – (Автор çинчен калани пур).
  2. Афанасьев Егор Афанасьевич // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 36.
  3. Афанасьев, П. Афанасьев Егор Афанасьевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 45.
  4. Ефимов, Л. А. Афанасьев Егор Афанасьевич / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия = Элĕк энциклопедийĕ. – Чебоксары, 2009. – С. 82.
  5. Станьял, В. П. Афанасьев Егор Афанасьевич / В. П. Станьял // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 155.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет