Асламас Анисим Васильевич

Асламас Анисим Васильевич (1924 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕ, Вăрманкас Асламас ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР2000 çулхи чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш Республики) — раççей чăваш композиторĕ[1].

Анисим Асламас
фото
Тĕп хыпар
Тулли ят Васильев Анисим Васильевич
Çуралнă вăхăт 1913 çул, ака, 28
Çуралнă вырăн Вăрманкас Асламас ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АО, СССР
Вилнĕ вăхăт 2000 çул, чӳк, 2
Вилнĕ вырăн Шупашкар, Чăваш Республики
Патшалăх ССРП
Профессисем композитор, педагог
Жанрсем юрă
Парнесем
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕ
РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ — 1976
ЧАССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1970)

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1970), РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1976). Тăван Çĕршывăн вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденне, медальсене тивĕçнĕ.

Пурнăçĕ

тӳрлет

1924 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Етĕрне районĕнчи Вăрманкас Асламас ялĕнче çуралнă.

Шупашкарти мусăк училищинче, Кейӳ консерваторийĕнче (Б.Н.Лятошинский класĕ), Мускав консерваторийĕнче (В.Г.Фере класĕ, 1960 çулта вĕренсе пĕтернĕ) вĕреннĕ. 1942-1945 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

2000 çулхи чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă

Хайлавсем

тӳрлет

Оперăсем:

  • "Священная дубрава" (1960);
  • "Прерванный вальс" (1962);
  • "Сеспель" (Чăваш кĕвĕ театрĕнче 1971 çулта лартнă);
  • "Вера Сарьялова" (1970);
  • "Салампи" (1976).

Ораторисем:

  • "Ленин" (1951);
  • "Спасибо Ленину";
  • "Сказ о Чувашии" (1976).

Вăл çавăн пекех "Нарспи и Сетнер" (Нарспипе Сетнер, 1976) балета, "Памяти поэта" (1956), "Космическая симфония" (1975) вокалпа симфониллĕ поэмăсене çырнă.

Çавăн пекех вăл юрăсем кĕвелени çинчен, хорсем валли, романссем çырни çинчен каласа хăвармалла.

Вуламалли

тӳрлет
  • Л.И. Бушуева, Ю.А. Илюхин, «Чăваш Енĕн композиторĕсем», Шупашкар, 2014.
  • Илюхин Ю. А. Композиторы Советской Чувашии. — Ч., 1982;
  • Кондратьев М. Г. Песенное творчество А. В. Асламаса // Вопросы современного художественного творчества. — Ч., 1990.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет