Апаш Степан Павлович
Степан Павлович Павлов (1918 çул, Коснар ялĕ, Шупашкар уесĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ) — 1992 çул, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш прозăçи, драматургĕ[1]
Степан Апаш | |
Çуралнă чухнехи ят: | Павлов Степан Павлович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1918 |
Çуралнă вырăн: | Коснар ялĕ, Шупашкар уесĕ Хусан кĕперни |
Вилнĕ вăхăт: | 1992 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Республики |
Гражданлăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш прозăçи, драматургĕ |
Жанр: | пьеса, поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Павлов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Биографи
тӳрлет1918 çулта Шупашкар уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ) Коснар ялĕнче çуралнă.
Икĕ класлă ял шкулĕнче тата Шупашкарти театр техникумĕнче вĕреннĕ. Актёр, Чистопольти чăваш драма театрĕн ертӳçи, Чăваш Республикин халăх пултарулăхĕн çурчĕн театр пултарулăхĕн методисчĕ, «Капкăн» журналăн литсотрудникĕ пулнă.
1992 çулта Шупашкарта вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
тӳрлетÇыравçă 12 кĕнеке пичетлесе кăларнă:
Вуламалли
тӳрлет- Агаков, Л. Пĕчĕк пьесăсем те пысăк шухăшлă пулмалла / Л. Агаков // Коммунизм ялавĕ. – 1957. – 28 марта.
- Васильев, Г. Шӳтлет те, йĕплет те / Г. Васильев // Пионер сасси. – 1970. – 11 апр.
- Никифоров, И. «Савнă тусăм, хура куçăм» / И. Никифоров // Чăваш коммунни. – 1950. – 17 янв.
- Ялгир, П. Абаш (Павлов) Степан Павлович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 5.
Асăрхавсем
тӳрлетКу Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |