Анисимов Яков Анисимович
Яков Анисимович Анисимов (юпан уйăхĕн 17-мĕшĕ 1906 — раштавăн 5-мĕшĕ 1944, Эрчи хули патĕнче, Венгри) — Совет Союзĕн Паттăрĕ[БС1 1], [ГС 1], [НЛ 1], гварди капитанĕ.
Яков Анисимович Анисимов | ||||||
Ӳкерчĕк:Яков Анисимович Анисимов.jpg | ||||||
Çуралнă вăхăт | Шаблон:ÇуралнăВахăт | |||||
---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Раççей Империйĕ, Хусан кĕперни, халь Чăваш Ен Муркаш районĕ Карманçырми | |||||
Вилнĕ вăхăт | 5 раштав 1944 | |||||
Вилнĕ вырăн | Эрчи хула, Венгри | |||||
Пăхăнулăх | СССР | |||||
Çар ăрачĕ | Типçĕр çарĕсем | |||||
Хĕсмет çулĕсем | 1938-1944 | |||||
Хисеп | Капитан | |||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Кун-çулĕ
тӳрлетХусан кĕпернин Етĕрне уесĕнче(хальхи Муркаш районĕ) чухăн хреçчен кил-йышĕнче çуралнă. Карманçырми, Уйкас Апаш е Якаткасси тесе калаççĕ. Чăваш.
Яков вуннă тултаричченех ашшĕпе амăшĕ çĕре кĕреççĕ. 1920-мĕш çултан ача çуртĕнче çитĕннĕ, вĕреннĕ. Яла таврăнсан комсомола кĕнĕ.
1925-мĕш çулта Шупашкарта облаçри парти шкулĕнчен вĕренсе тухнă, кайран Чуманкассинчи вулав çуртĕнче ĕçленĕ. Отарккă ялĕнче хута вĕрентнĕ. 1932-мĕш çулта Чулхулари коммунистсен университетĕннче пĕлӳ илсе Мăн Сĕнтĕре таврăнать. Унта вăл райком секретарĕ тата Сĕнтĕр районĕн военкомĕ пулса ĕçлет.
1934—1935 çулсенче Анисимов парти мобилизаципе Хĕрлĕ Çарта офицер пулать. Хĕрлĕ Çара 1938-мĕш çулхи юпа уйăхĕнче Совет военкомачĕ урлă чĕнеççĕ. Вăрçăра 1941-мĕш çулхи çурла уйĕнчен, 1-мĕш Украина партизан полкĕнче, çапăçать.
1944-мĕш çулхи ака уйăхĕнченпе 2-мĕш Украина фрончĕн 46-мĕш армин 108-мĕш гварди стрелоксен дивизин 311 гварди полкĕн батальон командирĕн çумĕ.
1944-мĕш çулхи раштавăн 15-мĕш каçхине Эрчи хули патĕнче батальон пайĕпе Дунай урлă каçса плацдарм йышăнать. Тăшман контратакине сирнĕ чухне 6-кĕпçеллĕ миномет машинине хăй çунтарса ярать. Йывăр самантра салтаксене контратакăна çĕклет. Çак çапăçура пуçне хурать.
Эрчи хулинчи масарта пытарнă.
Чыславсем
тӳрлет- Совет Союзĕн Паттăрĕ 1945.
- Ленин орденĕ;
- 1 степеньлĕ Тăван çĕршыв вăрçин орденĕ;
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
Астăвăм
тӳрлет- Я. А. Анисимова ятне Шупашкарта, Исетерккăпа Уйкас Апаш ялĕсенчи урамсене панă.
- Муркашри Паттăрсен аллейинче ун ятне асăннă.
- 2011 çулта Муркаш музейĕнче Анисимов 105 çул тултарнине асăннă [1]
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Юбилейный вечер, посвященный 105–летию со дня рождения Героя Советского Союза Якова Анисимовича Анисимова 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Биографи «Герои Советского Союза
- Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382» кĕнекере az-libr.ru сайтра.
- ^ Анисимов Яков Анисимович. çăлкуçран архивланă 16 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012.
- Кавалеры ордена Славы трёх степеней
- Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии Д. С. Сухоруков. — М.: Воениздат, 2000. — 10 000 экз. — ISBN 5-203-01883-9» az-libr.ru сайтра.
- ^ Анисимов Яков Анисимович. çăлкуçран архивланă 16 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012.
- Халăх хастарлăхĕ сайтри награда лисчĕсем
- ^ Анисимов Яков Анисимович. Наградной лист. Страницы: 1. çăлкуçран архивланă 16 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012. 2. çăлкуçран архивланă 16 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012.
- Ытти асăрхавсем
Каçăсем
тӳрлетАнисимов Яков Анисимович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
- Яков Анисимович Анисимов(ĕçлемен каçă)
- Урам ячĕ