Çут пулă
Ку статьяна викилемелле. Тархасшăн, ăна хатĕрлемелли йĕркепе çырса кĕртĕр.
|
Çут пулă - карп йышне кĕрекен пулă. Кĕлеткипе пĕчĕк – 9 сантиметртан иртмест, йывăрăшĕ 15 грамм таран пулать. Пур шывра та ĕрчет. Çу уйăхĕнче вăлча сапать.
Шыв çипе танлаштарсан ку пуллăн пуçĕ те, кĕлетки те сарлакарах, тата тути аялтан çӳлелле хăпарать. Çут пулăсем шыва пăрахнă кирек мĕнле япала çине те хăвăрт ишсе пыраççĕ, çăкăр пăрахса парсан ăна пур енчен те хупăрласа илеççĕ. Çынтан ытлашши хăрамаççĕ, анчах хăрушлăх пысăк пулсан чăл-пар саланса пĕтеççĕ.
Ку пулла вăлтапа тытма пулать. Ытларах чухне ăна уланкă тытас тесе вăлта йĕппине тиреççĕ, çут пулла çăрттан та, шăла та, партас та хыпать.
Каçăсем
тӳрлет
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |