Çĕнĕ Чаткас, (Хырлă Хăва Участки - 1923-мĕш çулччен) — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи мишер ялĕ. Ялта клуб пур. Ял çумĕнче çаврака кӳлĕ вырнаçнă [1]. Унта ятарлă сыхлакан çутçанталăк лаптăкĕ туса хунă.

Çĕнĕ Чаткас
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Патăрьел
Ял тăрăхĕ Ксыл-Чишма
Координатсем 55°00′18″ с. ш. 47°50′21″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Пуçлăх Минаев Рустям Равилович
Никĕсленĕ 1910
Малтанхи ятсем Хырлă Хăва участки 1923, Чăпкас 1927
Наци йышĕ мишерсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83532
Почтă индексĕ 429355
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 207 835 004
Официаллă сайчĕ каçă
Çĕнĕ Чаткас (Раççей)
Точка
Çĕнĕ Чаткас (Чăваш Ен)
Точка

Истории тӳрлет

1910 çулта хальхи Тутар республикин Пăва районĕнчи Камбрут ял çыннисем никĕсленĕ. 1931-мĕш çулта "Кзыл-Тан" колхоз йĕркеленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче оборона фондне колхозниксем 150 пин тенкĕ укçа тата 480 пăт тырă панă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[2].

19 çын пурăнать (2010)[3].

Паллă çынсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Авангард хаçат кӳлĕ çинчен
  2. ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.