535—536 çулсенче сивĕтни

535—536 çулсенче сивĕтни — Çурçĕр çурчăмăрĕнче юлашки 2000 çул хушшинче çулталăкрии вăтам температура çав тери хăвăрт ӳкни[1]. Сивĕтнин сăлтавĕ — тропиксенче темиçе мăн вулкан (Кракатау, Илопанго тата Рабаул) пĕрхĕнме пуçланипе[2] е пысăк метеорит Çĕрпе çапăннине пула атмосфера янкăрлăхĕ хăвăрт ӳкни[3].

Истори, тĕпчени

тӳрлет

Швейцарири Альпăра Колле Нифетти пăрлăхĕнче халь анчах илнĕ кернсене тĕпченипе, Исландири вулкан пĕрхĕнме тытăннипе сивĕтсе хунине палăртнă[4].

Юстиниан I вуннăмĕш çул тытăмланă çулта Кесари Прокопийĕ çапла палăртнă (536/537 çул):

Çак çул питĕ асамлă пулчĕ: Хĕвел çулталăк тăршшипех Уйăх пек çутатрĕ, унченхи пек таса та йăмăххăн пайăркаллă мар, хăйĕн хăватне çухатса пынă евĕр. Çак самантран çынсем хушшинче вилĕм кӳрекен вăрçă та, ӳте çĕртекен мур та, урăх инкек-синкек те пĕтсе чарăнмарĕç. Ун чухне Юстиниан вуннăмĕш çул тытăмлаччĕ.

Прокопий. История войн (книга IV [Война с вандалами (II)], глава 14. 5—6)

Питĕ тăрук сивĕтнипе мура (тĕрĕссипе, бубон мурĕн пандемийĕ, ытларах ăна Юстиниан мурĕ тенĕ) чĕртекен мутаципе çыхăну пуррине ăслăх ĕçĕсенче кăтартман пулин те, çав пулнисене курнисемшĕн кĕтмен çĕртен сивĕтни, мур илни, Вăтаçĕр тинĕсĕн тухăçĕнче аркатакан çĕрчĕтренĕвĕсем тата Юстиниан вăрçисем пĕр вĕçĕмсĕр инкек-синкек шакки пулса тухнă.

2015 çулта кăтарнипе, 536 çулта сивĕтни 660 çулчен тăсăлнă та Европăри, Азири, Америкăри халăхсен пурнăçне питĕ улăштарнă кайран-авалхи кĕçĕн пăрлăх тапхăрĕн прелюдийĕ пулнă[5].

Çак тапхăрта пулса иртнисем

тӳрлет

Çав. пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ AGU 2008: «Magnetite and Silicate Spherules from the GISP2 Core at the 536 A.D. Horizon»
  2. ^ Larsen, L. B., et al. (2008), «New ice core evidence for a volcanic cause of the A.D. 536 dust veil 2011 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.», Geophys. Res. Lett., 35, L04708, doi:10.1029/2007GL032450.
  3. ^ Than, Ker (3 January 2009) «Slam dunks from space led to hazy shade of winter» The New Scientist" 201(issue 2689): p.9
  4. ^ Gibbons, Ann. (2018), «Why 536 was ‘the worst year to be alive’», Science, doi:10.1126/science.aaw0632.
  5. ^ M. Sigl, M. Winstrup, J. R. McConnell, K. C. Welten, G. Plunkett Timing and climate forcing of volcanic eruptions for the past 2,500 years // Nature. — В. Nature. — Т. 523.
  6. ^ Гильда Мудрый О Разорении Бретании.
  7. ^ Anglo-Saxon_settlement_of_Britain.

</noinclude>