Анкăлсем
Анкăлсем (лат. Angli, акăл. Angles, ним. Angeln) — герман йăхĕ, вĕсене пĕрремĕш Тацит асăнать.
IV ĕмĕр — V ĕмĕр пуçламăшĕнче анкăлсем Ютландин кăнтăр енче (Германин Шлезвиг-Гольштейн федераци çĕрĕн территорийĕ) пурăннă. VI ĕмĕрте сакссемпе пĕрле Британи çĕрне çĕнтерсе илнĕ. Çакăн хыççăн виççĕ патшалăх йĕркеленĕ: çурçĕр анкăлсем — Нортумбрине, вăтисем — Мерсине, тухăçрисем — Тухăç Англине.
VII-X ĕмĕрсенче анкăлсемпе сакссем пĕрлешсе пĕр халăх пулса тăнă. Вĕсем хальхи акăлчансен мăн аслашшĕсем (ламтайĕсем) пулаççĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Анкăлсем // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
- Шор Т. У. Глава III. Англы и их союзники // Происхождение англо-саксонской расы. — Лондон: 1906.