4-мĕш Украина фрончĕ

Çавăн пекех пăхăр: Украина фрончĕ (пĕлтерĕшсем).

4-мĕш Украина фрончĕ — совет çарĕсен Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи операци-стратеги пĕрлешĕвĕ.

4-мĕш Украина фрончĕ
4Укр.Ф

ХВ эмблеми
Пулнă çулсем юпа, 20 1943 ç. — çу, 31, 1944 ç., çурла, 6, 1944 ç. — çурла, 25, 1945 ç.
Патшалăх 4-мĕш Украина фрончĕ СССР
Хутшăнни Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче
4Укр.Ф штандарчĕ

Кун-çулĕ

тӳрлет

Кăнтăр-анăç тĕлĕнче 1943 çулхи юпан 20-мĕшĕнче АТÇ Ставкин 1943 çулхи юпан 16-мĕшĕнчи тапăчĕпе татăçуллă Кăнтăр фронтĕнчен йĕркелесе хунă. Ун шутне 2-мĕш тата 3-мĕш гварди, 5-мĕш тапăну, 28-мĕш, 44-мĕш, 51-мĕш çарсем тата 8-мĕш сывлăш çарĕсем кĕнĕ. Каярах унăн шутне Тинĕсçум тата 4-мĕш сывлăш çарĕсем те кĕнĕ.

1943 çулăн юпа уйăх вĕçĕнче — чӳк уйăх пуçламăшĕнче 4-мĕш Украина фрончĕн çарĕсем 300 çм таран тапăнса пырса Тăнăварăн тата Перекоп пымакĕн анат çĕрне тухса, Мелитополь операцине ăнăçлă вĕçленĕ. 1943—1944 çулхи Сылтăм çыран Украинăри стратеги тапăнăвĕнче вĕсем хăйсен сылтăм çуначĕпе 1944 çулăн кăрлач-нарăс уйăхĕсенче Никополь-Криворог операцине хутшăннă. 3-мĕш Украина фрончĕпе пĕрле тăшманăн Тăнавар çинчи никополь плацдармне пĕтерсе хунă. 1944 ака-çу уйăхĕсенче 4-мĕш Украина фрончĕпе Уйрăм Тинĕсçум çарĕсем Хура тинĕс флочĕпе тата Азов çар флотилийĕпе пĕрле Крым стратеги операцине ĕçе кĕртнĕ, тăшманăн 200 пине яхăн ушкăнне аркатнă та Крыма ирĕке кăларнă.

1944 çулхи çу, 31 1944 çулăн çăвăн 16-мĕшĕнчи АТÇ Ставки директивипе килĕшӳллĕ 4-мĕш Украина фронтне пĕтерсе хунă, унăн çапăçу хир управленипе пулăшу чаçĕсемпе тата тыл йĕркеленӳсемпе АТÇ Ставки резервне куçарнă.

1944 çулăн çурлан 6-мĕшĕнче АТÇ Ставкин 1944 çулхи утăн 30-мĕшĕнчи тапăчĕпе 1-мĕш гварди, 18-мĕш тата 8-мĕш сывлăш çарĕсемпе çĕнĕрен йĕркеленĕ. Фронт шутне тĕрлĕ вăхăтра 38-мĕш тата 60-мĕш çарсем кĕнĕ.

1944 çулхи авăн-юпа уйăхĕсенче 4-мĕш Украина фронт çарĕсем 1-мĕш Украина фрончĕпе пĕрле Тухăç Карпат стратеги операцинче çапăçнă, Карпат лешьен Украинăпа Чехословаки территорин пайне тăшманран хăтарнă, Словак халăх пăлхавне пулăшу панă.

1945 çулхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче 4-мĕш Украина фрончĕн çарĕсем 2-мĕш Украина фрончĕн çарĕсемпе пĕрле Анăç Карпат стратеги операцине ирттернĕ, Польшăн кăнтăр районĕсемпе Чехословакин чылай çĕрне тăшманран тасатнă. Фронтăн Краковран кăнтăралла тапăнăвĕ совет çарĕсене варшава-берлин тĕлне тапăнассине самай пулăшу панă.

Пуш — çу пуçламăшĕнче фронт çарĕсем Морави-Острава операцинче Морави-Острава промăçлă района нимĕç захватчикĕсенчен хăтарни Чехословакин тĕп вар çĕрне кĕме уçă парать. Кайран вĕсем Прага стратеги операцине хутшăнаççĕ, Чехословакин пур территорине ирĕке кăлараççĕ.

1945 çулăн çурлан 25-мĕшĕнче СССР ХХК 1945 çулхи утă, 9 тапăч никĕсĕпе 1945 çулта фронта салатса янă, унăн çапăçу хир управленине Карпатçум вăрçа тăрăхне йĕркелеме хушнă.

Çар пуçлăхĕ

тӳрлет

Çарпуçĕсем:

Вăрçă канашĕн пайташĕсем:

Штаб пуçлăхĕсем:

Каçăсем

тӳрлет