Хатĕр пул (журнал)

Хатĕр пул (выр. Будь готов), — чăвашла пичетленсе тухакан шкул ачисен журналĕ.

Хатĕр пул
Специализаци: илемлĕ литература журналĕ
Кăларăм тапхăрлăхĕ:
Чĕлхе: чăваш
Кăларакан (патшалăх): (Чăваш Республики, РФ)
Тираж: ???? яхăн экземпляр

Истори тӳрлет

1929—1941 тӳрлет

1928 çулхи акан 12—13-мĕшĕсенче ПРКП(б) Чăваш обкомĕн секретариачĕ пионерсем валли журнал пичетлеме кирлĕ пирки çирĕплетнĕ. Журналăн пĕрремĕш номерĕ (3000 экземпляр) 1929 çулхи нарăс уйăхĕнче Шупашкарта кун çутине тухнă. Журнал 1,25 - 2,0 пичет листи калăпăшĕпе пичетленнĕ. Уйăхра пĕрре тухнă.

Журнал пионерсемпе шкул ачисем валли пичетленнĕ, кăлараканĕ — Чăваш АССР ВЛКСМ обкомĕ тата Чăваш АССР халăх çутĕçĕн комиссариачĕ.

Авторсем: Кудрявцев-Ильин М. И., Уйăп Мишши, Мархва Трубина, П. Митта, И. Малкай, Л. Агаков, В. Митта, В. Алагер, С. Лашман, К. Чулкаç.

Журнал редакторĕсем тӳрлет

И. Я. Яковлев, П. Иванов, В. Марковников, А. С. Сымокин, А. Пушкин, Л. Я. Агаков, И. М. Алтын-Баш, М. Огородников, А. Д. Кăлкан, Пурхи Ахван (1977 - 1985) тата ыт.

Асăрхавсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет