Кăтра Мишши (паспортра: Кудрявцев-Ильин Михаил Ильич, (1911, чӳк, 6, Тури Панкли ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, (Чăваш Енĕн Муркаш районĕ) — 1944 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕ, Тернополь хули, Украина), — чăваш прозăçи.

Кăтра Мишши
Çуралнă вăхăт: 1911, чӳк, 6
Çуралнă вырăн: Тури Панкли ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, Муркаш районĕ, Чăваш Ен
Вилнĕ вăхăт: 1944, пуш, 6
Вилнĕ вырăн: Тернополь, Украина
Гражданлăх: ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: прозăç
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

1962 çултанпа (вилнĕ хыççăн кĕртнĕ) СССР ÇП пайташĕ.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хелĕ

тӳрлет

Кăтра Мишши 1911 çулхи чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи Тури Панкли ялĕнче çуралнă.

1929 çулта Тивĕшри сакăр çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ. Кайран Шупашкар педагогика техникумĕнче (1932) тата педагогика институтĕнче (1938) пĕлӳ пухнă.

1938-1940 çулсенче Хĕрлĕ Çарта пулнă.

Ачасене вĕрентнĕ, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ пулса ĕçленĕ.

1941 çулта хăй ирĕкĕпе фронта кайнă, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

1944 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Тернополь хулине ирĕке кăларнă чухне çапăçура вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Пĕрремĕш калавне 1932 çулта «Сунтал» журналĕнче пичетленĕ.

1932-1941 çулсенче хаçатсемпе журналсенче вăл çырнă 20 ытла илемлĕ калав пичетленнĕ. Чи паллисем:

  • «Парне»;
  • «Элек»;
  • «Виç алă»;
  • «Уйăх ансан»;
  • «Татăлнă ĕмĕт»;
  • «Сисĕм»;
  • «Туслăх»;

Асăрхавсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Юрьев М. И. Вăл пурнăçпа тан утнă. //Ялав, 1996, 6№.

Каçăсем

тӳрлет