Гравитацилле сингулярлăх

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Сингулярлăх пăхăр.

Гравитацилле сингуля́рлăх (хăш чухне уçлăх-вăхăт сингулярлăхĕ теççĕ) — уçлăх-вăхăт талккăшĕнчи ун витĕр иртекен геодезилле линие малалла якан тăсма çук пăнчăаййыш). Кунашкал талккăшсенче уçлăх-вăхăта хĕррисĕр тата яка нумайсăнарлăх пек пăхакан физикăлла теорисенчен ытларахăшĕн базăлла çывхартавĕсене усă курма май çук. Час-часах гравитацилле сингулярлăхра гравитацилле уйа çырса кăтартакан капсем вĕçсĕр е паллăмарлăхлă пулса тăраççĕ. Кунашкал капсен шутĕнче, сăмахран, скалярлă кукăрлăх е энергийĕн çумри пуçлав тытăмĕнчи йăвăлăхĕ.

Танлаштарулăхăн пĕтĕмĕшле теорийĕ
Гравитаци
Математикăлла кăтартни
Космологи
Çавăн пекех «Физика порталĕ»

Каçăсем тӳрлет