Эквивалентлăх принципĕ (физика)

Эквивалентлăх принципĕ — физикăра: гравитацилле уйри уçлăх-вăхăтăн кашни пăнчинче çавăн пек «координатсен локаллĕ-инерциаллă тытăмне» суйласа илме пулать, хăшĕнче асăннă пăнчăн çителĕклĕ пĕчĕк таврашĕнче çутçанталăк мĕнпур саккунĕсем СТОн координатсен хăвартлануллă мар Декартла тытăмĕнчи пекех[1].

Çакна эквивалентлăх принципĕн «вăйлă» палăртавĕ теме пулать. Унăн «вăйсăртарах» тантăшĕ те пур[2]. Унта калани гравитаци вăйĕпе е инерципе ирĕклĕн ÿкекен ĕскерсене (пĕрчĕсене) çеç пырса тивет, инерцилле тата гравитацилле массăсем, çавăн пекех гравитацилле тата инецилле вăйсем те эквивалентлă иккенне пĕлтерет[3].

Икĕ ÿкерчĕкрен тăракан иллюстраци. Сулахайра пĕрремĕш ÿкрчĕк, сылтăмра — иккĕмĕш

Эквивалентлăх принципĕн вăйсăртарах калавне ăнланас тесен, шухăшпа эксперимент туса илме пулать (иллюстрацие пăхăр, асăннă эксперимента Эйнштейн лифчĕ теççĕ). Иллюстрацин пĕрремĕш ÿкрчĕкĕнче гравитацилле вăйсенчен аякра хăвăртланупа вĕçекен аппарата кăтартнă. Аппаратри ĕскерсене инерцилле вăйсем пырса тивеççĕ:

Иллюстрацири тепĕр ÿкерчĕкре вырăнта тăракан, анчах пĕр тикĕс гравитици вăйăмĕнче тăракан çав объектсенех кăтартнă. Унти ĕскере тивекен гравитаци вăйĕ çакнашкал:

Асăннă икĕ вăй та пĕр-пĕринпе танах тата вĕсене уйăрса илме те май çук:

,   вара,     пулнă май (шухăшри эксперимент малсăлтавĕ тейĕпĕр),   ,    тата  

Вуламалли

тӳрлет
  • Курс теоретической физики Ландау и Лифшица Том 2. Стр. 304
  • Тредер Г.-Ю. Теория гравитации и принцип эквивалентности.— М.: Атомиздат.— 1973
  • Иваненко, Д. Д., Сарданашвили, Г. А. Гравитация. Изд. 3-е.— М.: ЛКИ.— 2008
  • Вейнберг C. Гравитация и космология. — М.: Мир, 1975. — 696 с.
  • Вейнберг C. Квантовая теория полей, т. 1. — М.: Мир, 2001. — 800 с.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Вейнберг C. Гравитация и космология. — М.: Мир, 1975. — 696 с.// с. 81.
  2. ^ Асăннă кĕнекери с. 82.
  3. ^ Асаннă кĕнекери с.82

Каçăсем

тӳрлет
 
Ку физика вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.