Вивьен Ли (акăл. Vivien Leigh), çавăн пекех Оливье леди; çуралнă чухнехи ят Вивиан Мэри Хартли (акăл. Vivian Mary Hartley); чӳк, 5 1913утă, 7 1967) — акăлчан актриси, «Çилпе вĕçсе саланнисем» (1939) Скарлетт О’Хара тата «„Кăмăл“ трамвайĕнчи» (1951) Бланш Дюбуа (çак роле вăл лондон «Вест Энд» театрĕнче те вылянă) кăнтăр америка чиперккисен ролĕсесене сăнарланăшăн «Оскар» парнине икĕ хут тивĕçнĕскер.

Вивьен Ли
Vivien Leigh
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Вивиан Мэри Хартли
Çуралнă вăхăт: 1913, чӳк, 5
Çуралнă вырăн: Дарджилинг, Инди
Вилнĕ вăхăт: 1967, утă, 7
Вилнĕ вырăн: Лондон, Аслă Британи
Професси: Аслă Британи актриси
IMDb: ID 46
Официаллă сайт

Хевтеллĕ актриса тăтăшах Лоренс Оливьепе, хăйĕн упăшкипе — вăл актриса вылянă темиçе фильм режиссёрĕ пулнă — пĕрле ĕçленĕ. Хăйĕн вăтăр çул хушшинчи карьеринче вăл тĕрлĕ рольсене: Ноэл Коуардпа Бернард Шоу камичĕсенче, шекспирăн Офелия, Клеопатра, Джульетта тата леди Макбет характер ролĕсене сăнарланă.

Ли шухăшланипе, хăй селĕм хӳхе пулнипе ăна тимлĕ актриса вырăнне хумаççĕ пулнă, анчах та рольсене тивĕçес çулри тĕп чăрмавĕ унăн хавшак сывлăхĕ шутланнă. Хăйĕн çитĕннĕ çулсенчи тапхăрĕнче маниак тĕслĕ депрессинче пулнипе, Вивьен Липе ĕçлеме йывăр тенĕ, мĕншĕн тесен унăн карьеринче пĕрмаях лакăм тапхăрĕсем сиксе тухкаланă. Малашне туберкулез хĕснипе актрисăн сывлăхе чакать. Çак диагноза пĕрремĕш хут хĕрĕххĕмĕш çулсен варринче лартаççĕ. Вивьен тата Оливье 1960 çулта уйрăлаççĕ, каярах Ли кинора сайра çапăнать, туберкулез амакĕпе хăйĕн чунĕ тухичченех театрта хевтелет.

Кун-çулĕ тӳрлет

Актрисăн ачалăхĕпе карьери тӳрлет

Вивьен Мэри Хартли индин Дарджилинг хулинче çуралнă. Унăн ашшĕ, Эрнест Хартли, инди кавалерин акăлчан офицерĕ пулнă. Амăшĕ, Гертруда Робинсон Яки, епле ăратран пулни паллă мар. Вăл ирланд хĕрĕ пулнă теме пулать. Ашшĕпе амăшĕ Лондонри Кенсингтонра 1912 çулта пĕрлешнĕ. 1917 çулта Эрнест Хартлине Бангалора куçараççĕ, çав вăхатра Гертрудăпа Вивьен Утакамундра юлаççĕ.

Вивьен Хартли пĕрремĕш сцена çине виçĕ çулта тухать, ун чухне хĕрача хăйĕн амăш йĕркеленĕ театр ушкăнĕ шутĕнче «Пĕчĕк Бо Пип» сăвăна вуланă. Гертруда Хартли хăйĕн хĕрне литература туйăмне астивме хăнăхтарнă, Ханс Кристиан Андерсен, Льюис Кэрролл тата Редьярда Киплинг кĕнекисемпе паллаштарнă, çаплах Авалхи грек халаплăхĕн калавĕсене сĕннĕ. Çемьери пĕртен-пĕр ача пулсан та, 1920 çулта Вивьена Англири Таса Чĕре мăнастăрьне çитĕнсе ӳсме ăсатаççĕ. Мăнастăрьте унăн юлташ хĕрĕ Морин О'Салливан пулас актриса пулнă, ăна Вивьен хăй «чаплă актриса» пулас ĕмĕте шанса каланă.

Вивьен Хартли хăйĕн малашне пĕлӳне Европăра тăсать — 1931 çулта вăл хăйĕн тăван килне Англие таврăнать. Унăн актриса пулас ĕмĕтне пурнăçа кĕртме ашшĕ-амăшĕ пулăшать. Ашшĕ ăна Лондонри Патша Драма Ӳнер Академине вĕренме кĕме пулăшать.

1931 çул вĕçĕнче вăл хăйĕнчен 13 çул аслă Герберт Ли Холман адвокатпа палашать. Савни «театрпа çыхăннă çынсене» кăмăлламан пулсан та, вĕсем 1932 çулхи раштав, 20 мăшăрланаççĕ. 1933 çулхи юпа, 12 Вивьен хĕрача çуратать, ăна Сюзанна ят параççĕ, анчах та Вивьен кил хуçайки ролĕпе кăмăлланмасть. Тусĕсем ăна «Ӗçсем юсанаççĕ» фильмри пĕчĕк роле сĕнеççĕ, çак ĕç Вивьенăн киноэкранри дебючĕ пулать. Вăл Джон Гиддон агента ĕçе илет. Агенчĕ «Айприл Морн» суя ята илме сĕнет, анчах та актриса «Вивьен Ли» ята кăмăллать. Гиддон ăна Александр Кордăна киноактриса ĕçне пама ыйтать, анчах та Корда унăн ӳнер потенциалне туяймасть.

1960 çулта Ли хăйне тиркевçĕсем пĕрремĕш хут ырласа чапа кăларнă пирки иккĕллĕ шухăшланине пĕлтерет:

Хăшпĕр тиркевçĕсем урăх айванлăха тупаймасăр эпĕ аслă актриса пулнă терĕç. Çакă ухмахла, путсĕр пулнине эпĕ ăнкартса илтĕм, мĕншĕн тесен эсир ман çине хам йăтайми çав тери йывăр яваплăх тиерĕр. Эсир пĕрремĕш асăнусенче тивĕçтернĕ сумлă титула йӳнеçтерме манăн темиçе çул ăстăçалăха вĕренме тиврĕ. Вĕсем çак енчен айванла хăтланчĕç. Эпĕ çав тиркевçĕне асра тытатăп, ăна эпĕ нихăçан та каçармастăп.

1935 çулта «Ырлăх питлĕхĕ» спектакльте вылянă хыççăн Вивьена питĕ пахалаççĕ, хаçатсемпе журналсенче статьясем, калаçнисем пичетленсе тухаççĕ. Çак статьясем хушшинче «Дэйли экспресс» хаçатри те пулнă, унта журналист «унăн питĕнче çиçĕм евĕр улшăну» пулса иртнине асăрхать.

Вивьенăн кăмăл-туйăмĕ хăвăрт улшăннине публика асăрхани пĕрремĕш пулнă. Джон Бенджаман ăна «акăлчан хĕр упраçлăх чунĕ» тесе палăртнă. Премьера вахăчĕ çитсен, Корда, хăйĕн йăнăшне ăнланса илсе, «Вивьен Липе» контракт çырса ал пусать. Вивьен пьесăра выляма пăрахмасть, анчах та Корда спектакăле пысăк зала куçарсан, театр тиркевçисем, Ли пысăк аудиторие тимлеттерме пултараймасть тесе хистенĕ, залри пĕтĕм кĕтесре те илтĕнмелле пултăр тесе сассине улăштарма сĕннĕ. Çакăншăн спектакăле выляма пăрахнă.

Лоуренс Оливьепе тĕл пулни тӳрлет

 
Вивьен Лоуренс Оливьепе

Лоуренс Оливье Вивьена «Ырлăх питлĕхĕнче» асăрхать. Ăна вăл тунă ĕçпе саламлать, вĕсем хушшинче тусла çыхăну пуçланать. «Англи çинчи вут-çулăм» пьесăра юратакансен ролĕсене выляса, Ли тата Оливье пĕр-пĕрне савса пăрахаççĕ.

Çак вăхăтра Ли Маргарет Митчелл хайланă «Тăвăл тăпăлтарнисем» романа вуласан, вăл Америкăри агентне фильм продюссĕрĕпе — Дэвид Сэлзникпа — Скарлетт ролĕ пирки калаçма хушать.

Вăл журналистсене çапла каланă: «Эпĕ хама Скарлетт О’Хара ролĕнче куратăп». Кинотиркевçĕ Лежон çав вăхăтри калаçăва аса илет: «Ли пире пурне те тĕлĕнтерсе ячĕ. Оливье «Ретт Батлера сăнарламасть, анчах эпĕ Скарлетт О’Харăна выльăп. Кăштах чăтсан куратăр!» Олд-Вик театрĕнче Оливье лартнă «Гамлет» пьесинче Ли Офелие сăнарланă.

Вал çаплах Роберт Тейлор, Лайонел Берримор тата Морин О'Салливан артистсемпе «Янкисем Оксфордра» фильмра ĕçлет. Çăк фильма пула Вивьена Пĕрлешĕннĕ Штатсенче тимлĕ пăхма тытăнаççĕ. Çапса илнĕ чухне вăл хăйне кăткăс та шухăшламасăр репутациллĕ кăтартать, Корда вара Ли агентне актрисăна хăйне тытассине улăштармасан рольсене тивĕçесси такăр пулмĕ тесе асăрхаттарма хушать. Унăн тепĕр Чарльз Лоутонпа пĕрле вылянă «Таса Мартин çулĕ» фильмри ролĕ.

Тĕнчери чаплăхĕ тӳрлет

Оливье кино карьерине анлăлатса пынă, анчах та Британире çеç вăл паллă пулнă, Штатсенче ăна ытлах пĕлмен, малтанхи ĕçĕсем американ пасарĕнче кăлтăкланнă. «Аслати ту каçăвĕ» фильмри Хиклифф ролĕпе килĕшсе, вăл Холливуда тухса каять, Вивьена Лондонра хăварать. Кинофильм продюсерĕ Сэмюэл Голдвин тата режиссёр Уильям Уайлер Вивьена пĕчĕкрех роле (Изабелла) сĕнеççĕ. Вăл çакăнпа килĕшмест, Кэти тĕп рольне çеç сăнарласшăн пулать,а чах та çак роле Мерл Оберона панă пулнă.

 
Вивьен Ли «Тăвăл тăпăлтарнисем»(1939)

Çав хушăра Холливудра васкасах « Тăвăл тăпăлтарнисен»(1939) Скарлетт рольне выляма актриса шыранă. Вивьенăн американ агенчĕ ăна çак роле 1938 çулхи нарăс уйăхĕнче сĕнет. Çав уйăхрах Дэвид Сэлзник унăн «Англи çинчи вут-çулăм» тата «Янкисем Оксфордра» ĕçĕсемпе паллашать, çак самантран Вивьен çак роле выляс текенсен хушшинче чи пĕрремĕш пулса тăрать. Нарăспа çурла тапхăрĕнче Сэлзник унăн пĕтĕм акăлчан ĕçĕсене пăхса тухать. Юпан 18-мĕшĕнче Сэлзник фильм режиссёрĕ Джордж Кьюкор патне вăрттăн çыру ярать: «Эпĕ çак çĕнĕ хĕре шанатăп». Вивьен Лос-Анджелеса Оливьепе юнашар пулас сăлтавпа пурăнма куçать. Майрон Сэлзник (Дэвидăн шăллĕ) — вăл Оливье агенчĕ пулнă — чиперккепе тĕл пулсан, Вивьенпа Оливьене Дэвид патне илсе каять. Тепĕр куннех Вивьен сценари пайне Сэлзник умĕнче вулать. Сэлзник хăйĕн арăмĕ патне çапла çырать: «Скарлетт — шанчăксăр лаша, çавах питĕ илĕртӳллĕ курăнать. Çакна сана питĕ вăрттăн уçса калатăп: выляма тивĕçлисен йышĕ Полетт Годдар, Джин Артур, Джоан Беннетт тата Вивьен Ли çеç юлчĕ.» Режиссёр Джордж Кьюкор пурин шухăшĕпе те килĕшет, «çав тери чарайми» тесе Вивьена асăнать. Тепĕртакран хĕр хăйĕн рольне туянать.

Чи малтанхи кунсенчи ĕç Вивьена йывăр килет. Кьюкора ĕçрен хăтарса ун вырăнне Виктор Флеминга илнĕ, унпа Ли тăтăшах хирĕçнĕ. Оливия де Хэвиллендпа (Мелани Гамильтон) пĕрле вăл вăрттăн Кьюкорпа тĕл пулса канашланнă. Вивьен Кларк Гейблпа (Ретт Батлер) тата унăн арăмĕпе, Кэрол Ломбардпа, çаплах де Хэвиллендпа туслашса каять, анчах та Лесли Говардпа (Эшли Уилкс) тавлашнă — вĕсен иккĕшĕн темиçе хĕрӳ эпизодра пĕрле вылямалла пулнă. Çаплах эрнере 7 кун, пĕрмаях каç ларичченех, ĕçлемелли питĕ кӳрентернĕ, Çĕнĕ Йоркра ĕçлекен Оливьепе тĕл пулайманнипе тунсăхланă. Ли Холман патне çапла çырнă: «Мана Холливуд чуна илмест... Эпĕ нихăçан та çакна хăнăхаймастăп — кинора выляма пачах килĕшмест.»

2006 çулта Хэвилленд Лоуренс Оливье кун-çулĕ пирки кĕнекере Вивьен Ли «Тăвăл тăпăлтарнисем» фильма çапса илнĕ чухне хăйне маньяк евĕр тытнă тенипе килĕшмест. Вăл Лие хӳтĕленĕ: «Вивьен кино ӳкернĕ чухне хăйĕн профессине пĕлсе, дисциплинăна тытса тăрăшнă. Унăн 2 пысăк ĕç-пуç пулнă: вăй пур таран çак кăткăс ролье хайланă, Çĕнĕ Йоркра пурăннă Ларрипе (Оливье) тĕл пулма чăрмав пулнă.»


«Тăвăл тăпăлтарнисем» фильм тӳрех Вивьен Лие тимлĕхпе мухтав кӳрет пулин те, анчах та:

Эпĕ — киноçăлтар мар. Эпĕ — актриса. Киноçăлтăр пулни — киноçăлтăр çеç — çак суя хаклăхпа чаплăхшăн тăрмашни чăн пурнăç мар. Актёр ĕç-хĕлĕ вăрăм ĕмĕре, унта яланах сăнарлама çав тери селĕм рольсем пур.»

«Тăвăл тăпăлтарнисем» фильм тивĕçнĕ вунă «Оскар» парни хушшинче хĕрарăм паха ролĕшĕн Вивьен Лие чысланă парне те пулнă. Çаплах вăл чи селĕм актриса ятне «New York Film Critics Circle» йĕркелӳрен тивĕçет.

Туй тата пĕрлĕ проектсем тӳрлет

Джил Эсмонд 1940 нарăс уйăхĕнче Оливьепе уйрăлма килĕшет, Холман та Лие ирĕк парать. Пурнăç тăршшипех вĕсем туслă хутшăнса пурăннă. Эсмондпа Оливье ывăлĕ амăш çумĕĕнче юлать, Вивьен хĕрĕ — Сюзана, ашшĕпе юлать. Çурлан 30-мĕшĕнче Оливьепе Вивьен Санта-Барбарăра, Калифорни штачĕ, мăшăрланаççĕ. Церемонире Кэтрин Хепбёрн тата Гарсон Канин кăна пĕрле пулнă.

 
Вивьен тата Лоуренс Оливье (1948)

Ли Оливьепе пĕрле ĕçлеме Альфред Хичкок режиссёрăн «Ребекка» фильмра роль тупасшăн тăрăшнă. Унăн кинохăтланăвĕсем хыççăн Сэлзник çапла çырать: «Вăл чуна уçса памасăр вылять». Режиссёр каланипе вара, Вивьен нимле хавхалунăлăха та палăртмасть, тĕп роле Оливье парсан тин кускалама тытăнать. Юлашкинчен, Ребекки рольне Джоан Фонтейна параççĕ. Вивьен çаплах Оливье вылянă «Гордость и предубеждение», фильмра та роле илеймест.

Ли Оливьепе пĕрле «Леди Гамильтон» фильмра (1941) выляççĕ, унта Лоуренс Горацио Нельсона, Вивьен - Эммв Гамильтона сăнаралать. Çак роль Ли статусне холливуд çăлтăрĕ шайне хăпартать, фильма тиркевçĕсем ăшшăн йышăннă, халăх кăмăлланă, актрисăн юратнă ĕçĕ пулса тăрать. Фильма АПШ-па Аслă Британире кăна мар, çаплах Совет Союзĕнче те савса пăхнă.


....


1946 çулта Торнтон Уалдерăн «The Skin of Our Teeth» пьесинче ăнăçлă вылянă хыççăн ура çине тĕрек тăрать. «Цезарь тата Клеопатра» тата «Анна Каренина» фильмсенчи ĕçĕсем мухтава тухайман.

1947 çулта Оливье рыцăрь пулса тăрать, Вивьен унпа пĕрле Букингем керменне церемоние пынă. Ăна Леди Оливье ятпа чĕнеççĕ, çак титул уйрăлу хыççăн та юлать.

Юлашки кунĕсем тӳрлет

1967 çулхи çу уйăхĕнче Ли каллех туберкулёзăн кассисемпе асапланать. Утă, 7 Вивьен Ли куçне ĕмĕрлĕхе хупать. Унăн кĕлеткине çулăма парса кĕлне Тухăç Суссексри пĕчĕл ял çумĕнчи кӳлĕре сапаланă.

Фильмографи тӳрлет

  1. 1935Ял сквайрĕ / The Village Squire
  2. 1935Йăл кул / Look up and Laugh
  3. 1935Ӗçсем юсалчĕç / Things are Looking up
  4. 1935Джентльмен килĕшĕвĕ / Gentlemen’s Agreement
  5. 1936Англи çинчи вут-çулăм / Fire Over England
  6. 1937Ăмăр çулçӳрев / Dark Journey
  7. 1938Янкисем Оксфордра / A Yank at OxfordЭльза Крэдок
  8. 1938Çирĕм пĕрремĕш кун / 21 Days
  9. 1938Таса Мартин тăкăрлăкĕ / St. Martin’s LaneРекс Хариссон
  10. 1938Лондон тротуарасĕм / Sidewalks of London
  11. 1939Тăвăл тăпăлтарнисем / Gone With The WindСкарлетт О’Хара
  12. 1940Ватерлоо кĕперĕ / Waterloo Bridge
  13. 1941Леди Гамильтон / That Hamilton WomanЭмма Гамильтон
  14. 1945 — Цезарь тата Клеопатра — Клеопатра
  15. 1948Анна Каренина / Anna KareninaАнна Каренина
  16. 1951«Кăмăл» трамвайĕ / A Streetcar Named DesireБланш Дюбуа
  17. 1961Миссис Стоунăн рим çуркунни / The Roman Spring of Mrs. StoneКарэн Стоун
  18. 1962Тарăн синкер тинĕс / The deep blue sea
  19. 1965Ухмахсен карапĕ / Ship of FoolsМэри Тредвел

Вуламалли тӳрлет

  • Edwards, Anne. Vivien Leigh, A Biography, Coronet Books, 1978 edition. ISBN 0-340-23024-X
  • John Russell Taylor. Vivien Leigh, Elm Tree Books, 1984. ISBN 0-241-11333-4
  • Vickers, Hugo. Vivien Leigh Little, Brown and Company, 1988 edition.
  • Walker, Alexander. Vivien, The Life of Vivien Leigh, Grove Press, 1987. ISBN 0-8021-3259-6

Каçăсем тӳрлет

Шаблон:Хĕрарăм ролĕшĕн «Оскар» парни