Ватерлоо кĕперĕ (фильм)

«Ватерлоо кĕперĕ» (акăл. Waterloo Bridge) — 1940 çулта Мервин Лерой режиссёр Роберт Э. Шервудăн пĕр ятлă пьесипе хайланă вăрçă драми.

Ватерлоо кĕперĕ
Waterloo Bridge
Жанр драма
вăрçă
мелодрами
Режиссёр Мервин Лерой
Продюсер Сидни Франклин
Сценари
авторĕ
Сэмюэл Берман
Ханс Рамо
Джордж Фрешель
Тĕп рольсенче Вивьен Ли
Роберт Тейлор
Вирджиния Филд
Оператор Джозеф Руттенберг
Композитор Герберт Стотхарт
Кинокомпани Metro-Goldwyn-Mayer
Тăсăлу 108 мин.
Бюджет 0,95 млн. $
Патшалăх АПШ
Çул 1940
IMDb ID 0033238
Фильм постерĕ

Сюжет тӳрлет

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапранать. Британ офицерĕн Рой Кронинăн (Роберт Тейлор) Францие фронта каймалла, кайиччен вăл хайĕн астăвĕмĕнче чылай вырăн йышăнакан Ватерлоо кĕперĕ çине пырать. Çак кĕпер çинче унăн куçĕ умне пулса-иртни капланса тухать…

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи кĕрлет. Лондона бомбăланă чухне Ватерлоо кĕперĕ çинче çамрăк балерина Майра (Вивьен Ли) тата Рой офицер паллашаççĕ. Вăл ăна качча илесшĕн пулать, анчах та Роя кĕтмен çĕртен фронта илсе каяççĕ. Çар çыннипе çыхланнăшăн хаяр вĕрентӳçĕ (Мария Успенская) Майрана балет труппинчен кăларса ярать, кĕçĕх вăл хаçатра вилнисен ят-йышĕнче Рой хушаматне курать… Укçасăрлăха, ĕçсĕрлĕхе, хуйхă-суйхăна пула хĕр панеле лекет… Çапах та Рой пĕтнĕ тени тĕрĕс мар пулнă иккен, вăл вăрçăран таврăнать.

Рольсенче тӳрлет

Кăсăк фактсем тӳрлет

  • Фильма «Оскара» пама иккĕ палăртура тăратнă: чи паха оператор ĕçĕ (Джозеф Раттенберг), чи паха мусăк (Герберт Стотхарт).
  • Роберт Э. Шервудăн «Ватерлоо кĕперĕ» пьесине виççĕ хутчен экран çине хайланă.
  • «Ватерлоо кĕперĕ» Роберт Тейлорпа Мервин ЛеРойăн пĕрлехи иккĕмĕш ĕçĕ шутланать. Пĕтĕмпе вĕсен тăваттă пĕр хайлав пулнă.
  • Экран çине фильм 1940 çулхи çăвăн 17-мĕшĕнче, лăп та тăп пĕр эрне «Тĕлĕнтермĕш вăрçи» тапхăрĕ вĕçленсе герман Вермахчĕ Францине хирĕçле харçă пуçланă хыççăн тухнă.

Каçăсем тӳрлет