Яра́нь (çармăсла Яраҥ) — Раççей хули, Киров облаçĕн Ярань районĕн административлă тĕпĕ.

Халăх йышĕ — 2005 çулта 19.8 пин çын.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Хула Нухрат Атăл ополье таврашĕнчи çĕрте, Ярань (Нухрат Атăлăн шыв-çĕрĕнче) çинче, Кировран кăнтăр-анăçалла 180 çм вырнаçнă.

Хула гербĕсем

тӳрлет

Малтанхи гербне 1781 çулхи çу, 28 йышăннă. Çырса кăтартни: «Питлĕхĕн çӳлти пайĕнче Вятка гербĕ. Аялта — кăвак уйра икĕ тискер кăвакал, хула таврашĕ çак вĕçен кайăкпа туллии пулнă». Гкрб авторĕ — герольдмейстер Волков.

Çĕнĕ герба утвержден 1971 çулхи чӳк, 3 хула ĕçченĕсен депутачĕсен Канашĕн 172-мĕш №-лĕ йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Питлĕхĕн çӳлти пысăкрах пайĕнче хĕрлĕ сăр çинче шăллă кустăрма (шестерня) тата пучах, хула ячĕ, аялти енче кăвак çинче вĕçекен икĕ ылтăн хур, çул: 1584. Герб авторĕсем: Ю. М. Халтурин тата Б. А. Дрягин.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Этимологи

тӳрлет

Гидроним Яран, Ярань кӳршĕ Мари Эл республикин тата урăх юнашар çĕрсенчи топономинче чылай çĕрте тĕл пулать, анчах та унăн этимологине тĕпчесе çирĕплетмен; авалхи укăр ушкăнне кĕнĕ халăхран юлнă теме пулать. Хăш тĕпчевçĕсем çак палăртăва вырăнти вырăс пуплев яран (еран) сăмахĕпе çыхăнтараççĕ, ăна коми чĕлхинчен илнĕ, ненсенчен, çурçĕр мансисенчен е хантăсенчен.

XVI ĕмĕр

тӳрлет

XVI ĕмĕрте III çармăç вăрçи вĕçленсен вырăс çар дружини вырăнти пăхăнман çармăссене (марисене) лăплантарас тĕллевпе карман туса ларнă. Хулана 1591 çулта (официаллăн 1584 çул шутланать, анчах кун пирки хут çинче асăнни сыхланса юлман — пĕрин тăрăх кăна ку çула çывăх палăртма май пур) никĕсленĕ.

Ӗлĕкхи хутсене тĕпчесе çакна çирĕплетнĕ. Чи малтанхи çул хучĕсенче 1594 çулхи яранск администрацийĕн приказ çыннисем пирки çырнă, относятся к г. Карман йĕри-тавра острогпа тата çирĕплетнĕ Яранск Вознесени мăнастăрĕ ( XVI —XVII ĕмĕрсенче салатнă) посад çурт-йĕрĕ ӳссе ларать.

1601 çулăн утă-çурла уйăхĕсенче Яранска Мускавран кăларса янă Василий Никитич Романов, Михаил Фёдоровичăн пулас патшан куккăшĕ, çитет. Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче ăна Урала ăсатаççĕ, унтах вăл кĕçех çĕре кĕрет. По-видимому, в Яранск хулинче çав вăхăтра Романов ăрăчĕн, Борис Годунов Мускавран кăларса янă урăх çынĕсем те пурăннă. XX ĕмĕр пуçланичченех хулара Романов тăвĕ тата Романов пуси вырăнĕсем пулнă


1708 — Ярань хули Хусан кĕпернине кĕме тытăнать.

1752Леонтий Шамшуренков, хăй тĕллĕн вĕреннĕ механик, хресчен «хăй тĕллĕн чупакан урапа» тунă.

1780 — уес хули шутне кĕртнĕ. Ярань уесне Вятка наместничествине (1797 çулта кĕперне пулать) куçараççĕ.

1832 — хулара метеорологи станцийĕ уçăлать.

18991921 çулсенче хулара Яранск Пӳлĕхçĕ манастăрĕ ĕçленĕ, игуменăн пулăшăканĕ çав вахăтра Матфей иеромонах (унчен вăл Митрофан Кузьмич Швецов ятпа паллă пулнă), ăна Ярань асамçи тенĕ. Вăл малашнехи ĕçсене каласа пама тата сиплеме пултарнă. 1997 çулта Матфей аттене вырăнти хисеплĕ таса çын вырăнне хурса хисепленĕ.

1895 — земство халăх пултарулăх музейĕ уçăлать.

1902 — хулан шыв пăрăхĕ ĕçлеме пуçлать.

1918 — Ял хуçалăх техникумне уçнă. 1920-мĕш çулсенче хулара, асăнса хăварма пулать, хресчен-çыравçăсен ассоциацийĕ ĕçленĕ.

1918 çулта хулара ял-хуçалăх техникумне уçаççĕ. 1920-мĕш çулсенче кунта Ярань çĕр ĕçчен çыравçисен ассоциацийĕ ĕçленĕ.

Хуçалăхĕ

тӳрлет

Хулари пысăк предприяти шутне юсавпа механика завочĕ кĕрет.

Ярань çывăхĕнче чăх-чĕп фабрики вырнаçнă.

Çăнăх авăртакан, апат-çимĕç, эрех, спирт комбиначĕсем ĕçлеççĕ. Йывăç тата çăмăл промăç комбиначĕсем («Заря» çĕвĕ фабрики уйрăмĕ) пур.

Транспорт

тӳрлет

Хула витĕр Кирова Йошкар-Олапа тата Чулхулапа çыхăнтаракан автоçул выртать. Кирова çитме — 215 çм, Котельнича — 129 çм, Йошкар-Олана — 82 çм.

Ярань чукун çул станцийĕ, Йошкар-Олапа çыхăнтарать

Халăхĕ

тӳрлет

1646–2005 çулсем хушшинче хулари халăх йышĕ çапла улшăнса пынă:

Çул Хула халăхĕ (кил/пин çын)
1646 ? кил
1678 ? кил
1722
1796
1804
1897 4 824
1926 6 100
1939
1959
1979 17 200
1989
2002 19 723
2005 19 800

Этеплĕх

тӳрлет

Ярань хулинчен 11 çм, Шошма салинче, — Турă амăш çуралнин чиркĕвĕ.

Хулара тăван ен тĕпчев музейĕ 2008 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ. пур (ăна 1918 çулта, земски халăх ал ăсталăх музейĕн никĕсĕпе уçнă), унăн фондĕнче 32 000 яхăн виçеллĕ япала упранать.

Паллă çынсем

тӳрлет

Паллă выранĕсем

тӳрлет
Ӳкерчĕк:Victory park Yaransk.jpg
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă çынсен палăкĕ. Çĕнтерӳ паркĕ.
  • Благовещени чиркĕвĕ (1652)
  • (Кивĕ) Тройца чиркĕвĕн чан вырăнĕ (1689).
  • Успенски соборĕ (1798).
  • (Александр Невски) Тройца чиркĕвĕ (1851).

Хулара çавăн пекех таврапĕлӳ музейĕ ĕçлет, ун фондĕнче пурĕ 32 пин патнелле япала упранать.

Каçăсем

тӳрлет



 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.