Яковлев Евстафий Григорьевич
Яковлев Евстафий Григорьевич (1914-1945)—аслă лейтенант, Совет Союзĕн Паттăрĕ. Вăл Тутарстанăн Сходнево-Чертанла ялĕнче çуралнă. Чăваш.
Яковлев Евстафий Григорьевич | ||||||
Çуралнă вăхăт | 1914 -мĕш çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕ | |||||
---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Сходнево-Чертанла Тутарстанăн Лениногорск районĕ Тутарстан Раççей | |||||
Вилнĕ вăхăт | 1945–мĕш çулхи акан 16-мĕшĕ | |||||
Вилнĕ вырăн | Нойлангзов Германи | |||||
Пăхăнулăх | СССР | |||||
Çар ăрачĕ | пехота | |||||
Хĕсмет çулĕсем | 1941- 1945 | |||||
Хисеп | Шаблон:СССР, аслă лейтенант | |||||
Чаç | 301-мĕш стрелоксен дивизин 1054-мĕш стрелоксен полкĕ | |||||
Командăланă | рота | |||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Кун-çулĕ
тӳрлет301-мĕш стрелоксен дивизин 1054--мĕш стрелоксен полкĕн рота командирĕ Яковлев аслă лейтенант 1945-мĕш çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Германинчи Зелов хули патĕнчи Вербиг станци (халь «Нойлангзов») патĕнчи çапăсенче ротине ăста ертсе пынă. Батоальон командирĕ Перепелицин майор ăна танксене çапăçăва кĕме паман фауспатронпа хĕçпăшалланă гитлеровецсене пĕтерме хушнă. Яковлеав хастаррăн салтаксене хăй хыççăн илсе кайнă. Тăшмана флангран пырса офицер ротăна атакăна çĕклет. Нимĕçсен ушкăшнне гранатăсемпе ывăтса тата автоматсемпе винтовкăсенчен персе Яковлев роти тăшманăн 30 яхăн фаустника пĕтерет, вĕсенчен 4 Яковлев лейтенант аллинчен.
Çак çапăçура Яковлев лейтенанта вилмеллех амантаççĕ. 1945 çулхи акăн 16-мĕшĕнче Германи Нойлангзов хулинче вилнĕ.
Танксем малалла каяççĕ, вĕсем хыççăн пехота. 301-мĕш стрелоксен дивизин 2-мĕш эшелонĕ çапăçăва кĕрет.
Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 31.05.1945 Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ.
Чысĕсем
тӳрлет- Ленин орденĕ
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
- Лениногроск хулинче ун ятне пĕр урама панă. Тăван ялĕнче палăк пур.
Асăрхавсем
тӳрлет
Вуламалли
тӳрлет•Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Т.2. М., 1988 •Антонов В.С. Путь к Берлину. М,: Наука, 1975
- Герои Советского Союза - наши земляки. Книга 3. Казань, 1985
- Ханин Л. Герои Советского Союза – сыны Татарии. Казань, 1969
Каçăсем
тӳрлетЯковлев Евстафий Григорьевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
.