Шакров Яков Дмитриевич

вӗрентекен, вӑрҫӑ ветеранӗ

Шакров Яков Дмитриевич (14.10.1912, Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи Тӑвай сали – 28.10.1994, Чӑваш Ен, Тӑвай районӗ, Тăвай[2]) – ачасене вӗрентекен, чӑваш ҫыравҫи, публицисчӗ. 1941–45 ҫулсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

Шакров Яков Дмитриевич
Çуралнă вăхăт 1912 çулхи юпа, 14-мĕшĕ(1912-10-14)[1]
Вилнĕ вăхăт 1994 çулхи юпа, 28-мĕшĕ(1994-10-28) (82 çул)
Гражданлăх
Пăхăнулăх
Чыславсемпе парнесем
Орден Отечественной войны II степени

Кун-ҫулӗ

тӳрлет

Канашри педагогика техникумӗнче (1932), Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (1940) пӗлӳ илнӗ. 1934–1936 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ. 1932–34 ҫулсенче Чӳкҫырми шкулӗн директорӗ пулнӑ, 1937–1940 ҫулсенче Енӗш Нӑрваш шкулӗнче ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ, шкул военрукӗ пулса ӗҫленӗ. 1940 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӑна комсостава лайӑхлатмалли курса (КУКС) вӗренме янӑ.

Балтиҫум патшалӑхӗсене тата Бессарабие ирӗке кӑларас çапăçусене хутшӑннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫӑва 1941 ҫӗртме уйӑхӗнче кӗнӗ. 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тыткӑна лекнӗ[3]. Тӑшмана хирӗҫ тӑракан юхӑма хастар хутшӑннӑ.

Вӑрҫӑран таврӑнсан, 1946–1972 ҫулсенче, Йӑнтӑрччӑ, Чутей, Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗсенче ачасене вӗрентнӗ.

Хисепӗсемпе чысланисем

тӳрлет
  • Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин II степеньлӗ орденĕ,
  • медальсем.

Ӗҫӗ-хӗлӗ

тӳрлет

Нумай вӑхӑт хушши тӑнӑҫлӑха хӳтӗлекен обкомăн, Совет союзӗн тӑнӑҫлӑх фончӗн облаçри уйрӑмӗн ӗҫне хастар хутшӑннӑ, «Тӑнӑҫлӑх кӗнеки» (хальхи вӑхӑтра вӑл районти музейре упранать) валли материалсене пухас ӗҫе йӗркеленӗ.

Унӑн публицистика, педагогика статйисем, ҫавӑн пекех тӗрлӗ ыйтусем ҫӗклекен статйисем, интервьюсем тата кулӑшла калавӗсем «Советская Чувашия», «Коммунизм ялавӗ» хаҫатсенче, «Капкӑн» журналта пичетленнӗ.

Ӑнлантарусем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Энциклопедия Янтиковского района = Тӑвай районӗн энциклопедийӗ / Чувашская Республика ; главный редактор-составитель В. Я. Шакров; [автор предисловия В. А. Ванерке]. - Чебоксары : Новое Время, 2020. - 634, [2] с.
  • Шакровы: предки и их потомки / В. Я. Шакров. - Чебоксары : Новое Время, 2022. - 122, [1] с., [30] л. ил. : ил., портр., фот. цв. ; 21 см. - На русском, чувашском. - Библиография: с. 122. - Словарь генеалогических терминов: с. 13-21.
  • Шакрова В. Аслӑ асаннесемпе кукамайсем - тыл ӗҫченӗсем : [Тӑвайри вӑтам шкулта вӗренекенсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хӳтӗлев чикки чавнӑ ҫӗре хутшӑннӑ ҫынсемпе ҫыхӑннӑ материалсем пухни ҫинчен] / В. Шакрова // Ял ӗҫченӗ : Тӑвай районӗн хаҫачӗ / Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикин тата архив ӗҫӗн министерстви. - 2021. - 16 апрель (№ 15). - С. 4 .

Каҫӑсем

тӳрлет