Шăя (юханшыв)
Шăя (выр. Шея) — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Устан сылтăм юппи.
Тавралăхĕ
тӳрлетЮханшыв çăлкуçĕ Кодочиги ятлă ялтан çурçĕрелле икĕ çыхрăмра, Киров облаçне кĕрекен вăрманта вырнаçнă. Уста шывĕпе пĕр енелле юхса пырать те Тишкинăран пĕр çухрăм кăнтăралла ун шывĕпе пĕрлешет. Шăя шывне икĕ тĕлте пĕвеленĕ.
Юханшыв хĕрринче çак ялсем вырнаçнă: Кодочиги, Буйски, Пермяки (пушă ял), Копани, Тишкино.