Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕ

Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕ, — чăваш çыравçисен (проза, поэзи, драма) ушкăнĕ.

Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕ
Йĕркеленӳ тĕсĕ: Пĕрлĕх йĕркеленĕвĕ
Официаллă чĕлхесем: чăваш, вырăс
Ертӳçсем
Председатель

Юхма Мишши

Раççей Федерацийĕ, Чăваш Республики, Шупашкар, Ленинград ур., 16 ç.

Тĕп оффисĕ: Шупашкар хули, Ленинград урамĕ, 16 ç.

Кун-çулĕ[1]

тӳрлет

Пĕрлешĕве 1923 çулхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш кĕнеке издательствипе «Канаш» хаçат ĕçтешĕсен пухăвĕнче туса хунă. Вăл вăхăтра вăл Чăваш çыравçисемпе журналисчĕсен пĕрлешĕвĕ ятлă пулнă. Уставне 1923 çулхи утă уйăхĕн 1 йышăннă. Ăна йĕркелекенсем: Золотов Николай Яковлевич, Патман Николай Кириллович, Шупуççынни Николай Васильевич, Хумма Çеменĕ, Лашман Степан Митрофанович тата ыттисем.

1934 çулта ССРП çыравçисен пĕрлешĕвне туса хунă хыççăн пĕрлешĕве «Чăваш АССР çыравçисен пĕрлешĕвĕ» ят панă. Ку ятпа вăл 1991 çулчен ĕçленĕ.

1991 çулта пĕрлешӳ виççĕне пайланать:

  • пĕри — Чăваш Республикин çыравçисен пĕрлешĕвĕ, правлени председателĕ Ф. Г. Агивер (ЧР ЮМ 4.1.1992 регистрациленĕ);
  • тепри — Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕ, правлени председателĕ Юхма Мишши (ЧР ЮМ 20.2.1992 регистрациленĕ);
  • виççĕмĕшĕ — Чăваш Республикин вырăс çыравçисен ассоциацийĕ, правлени председателĕ В.В. Погильдяков.

2001 çулхи кĕркуннере Чăваш Ен çыравçисен пĕрлешĕвĕ тата иккĕне пайланнă: Чăваш Ен çыравçисен Хурăнташ пĕрлешĕвĕ (ертӳçи Фёдор Агивер) тата Чăваш профессионал-çыравçăсен пĕрлешĕвĕ (ертӳçи Валерий Тургай).

2006 çулта Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕ (ертӳçи - Юхма Мишши) Чăваш Енĕн çыравçисен пĕрлешĕвĕ ята куçать. Çак пĕрлешӳ Тĕнчери çыравçăсен пĕрлешĕвĕн тата Тĕнчери баталист-çыравçăсемпе маринист-çыравçăсен ассоциацин йĕркелекен пайташĕ шутланать. Пĕрлешĕве пиллĕк уйрăм — Сĕнтĕрвăррире (ертӳçи — В.В. Савельев-Саруй), Вăрмарта (ертӳçи — Н. И. Иванов-Пархатар), Çĕнĕ Шупашкарта (В.П. Пугачева), Чĕмпĕрте (ертӳçи — Н.Н Ларионов) тата Патăрьелте (ертӳçи — В.В. Владимиров). Пĕрлешӳре 9 жанр секцийĕ, мари (ертӳçи — Г. Григорьев-Тотир) тата вырăс (ертӳçи — Г.В. Зимина) халăх секцисем ĕçлеççĕ. Пĕрлешӳре пултаруллă ачасем вали шкул пур. Унта 70 яхăн çамрăк вĕренет (ертӳçи — Роза Шевлепи). Паян Пĕрлешӳре 110 яхăн пайташ: Анатолий Ырьят, Анатолий Хум, Петĕр Вашават, Юрий Никитин, Чĕкеç Люççи, Улатимĕр, Николай Ларионов.

2019 çулта пушăн 29-мĕшĕнче Чăваш профессионал-çыравçăсен пĕрлешĕвне «Хурăнташ» кĕнĕ[2].

Чăваш çыравçисем кĕнекесене, брошюрăсене хăйсен е спонсорсен укçипе ускурса кăлараççĕ, совет тапхăрĕнчи пек вĕсене патшалăх тек пулăшмасть.

Éç-хĕлĕ

тӳрлет
  • ÇП чăвашла çыракансене кĕнеке пичетлеме пулăшнă: "Аттил тата Кримкильте", "Ылтăнпик", "Семь принцесс-кудесниц", "Авалхи паттăрсем тата турăсем", "Авалхи чăвашсем", "Красавица Тайслу", "Вилĕмсĕр манăн халăх";
  • кашни уйăхра Чăваш Енре тата чăваш автономи пĕрлĕхĕсенче Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕ мероприятисем ирттерет: "Илемлĕх кунĕ", "Литературин кунĕ", "Литератури эрне", "Çыравçă кунĕ".

Çав. пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет