Чăваш Тетелĕ

(Чăваштет ҫинчен куҫарнӑ)

Чăваш интернечĕ е Чăваш тетелĕ (Чăвашнет) — интернетри чăваш чĕлхеллĕ сайтсем.

Чăваш тетелне Чăваш Патшалăх чĕлхипе йĕркелесе янă. Унта чăвашсем тата чăваш этносĕ çинчен кĕртсе панă.

Енчен те Чăвашла çырнă интернет сайтсем пур пулсан, вĕсене вара тĕрлĕ йышши çĕр-шывран та тупма пулать. Чăваш интернетне пĕтĕм тĕнче шайĕн сайтне кăна мар, паллах тĕрлĕ тĕслĕ интернетăн сервиссем, чăваш чĕлхипе калаçма тата усă курма, чĕваш чĕлхиллĕ мультимедийлă хатĕрсене кама та пулсан куçарса е сыхласа хăварма пулать. Тĕрлĕрен чăваш чĕлхиллĕ интернетпа пĕтĕм тĕнче шайĕнчи чăвашла калаçакан çынсем усă кураççĕ.

Сайт уçасшăн пулсан хостингпа домен кирлĕ, тӳлемесĕр хостинг рекламапа кăна пулать, сайчĕ килти хостинг çинче пулсан та интернетпа çутăшăн тӳлемелле.

Сайтне хостинг çинче ftp клиентпа я Подключение к удаленному рабочему столу-па вырăнаçтараççĕ.

Cайчĕ html файлпа php скриптран тăма пултарать.

Докуменчĕ, тексчĕ UTF-8 пулмалла:

HTML 4.01

<meta http-equiv="Content-Type" content="text/html; charset=utf-8">

HTML 5

<meta charset="utf-8">

XHTML

<?xml version="1.0" encoding="UTF-8"?>

<meta charset="utf-8"/>

 
«Чăваштет» ят сайтăн офлайн янравĕнче (2006 çул, çуркунне)

Кун-çулĕ

тӳрлет
  • 1990 çулхи авăн, 19«Релкомпа» «Демос» Soviet Unix Users Group (SUUG) ячĕпе .su домена регистрацилеççĕ[1] (SU, акăл. Soviet Union — Совет Союзĕ).
  • 1996 çулхи чӳк уйăхĕ — Чăваш Республики Президенчĕн Администрацин тетел-порталĕ CAP.ru;
  • — пĕрремĕш чăвашла тĕн ӳкĕтĕллĕ веб-страницăсем: Иегова Свидетелӗсен официаллӑ сайчӗ[2].
  • 2002 — Юникод символĕсен таблицин 3.2 версине чăваш кириллици сасă паллисене Ӑ ӑ, Ӗ ӗ, Ҫ ҫ , Ӳ ӳ компьютер символĕсене куçарнĕ[3].
  • 2004 çулхи пуш уйăхĕ — «Аналитический сайт о чувашском» уçăлать, ун çумĕнче чăваш чĕлхипе калаçмалли канашлу ĕçлет[4].
  • 2005 çулхи кăрлач, 7 — «НА-СВЯЗИ.ru» сайтра «Чăваш чĕлхи» канашлу уçăлать[5].
  • 2005 çулхи çурла, 25 — тетелре «Ethnicradio.net» чăвашла пĕрремĕш тетел-радиостанцине ĕçе кĕртнĕ[6].
  • 2005 çулхи авăн, 7 — «Чăваш халăх сайчĕ» хутлăхĕнче канашлу уйрăмне уçнă[7].
  • 2006 çулхи кăрлач, 27 — Чăваш Тетелĕ пирки чăвашла статья тухать. «Сувар» хаçатра «Чăваш Интернечĕ: малашлăха пĕрле утар» (чăв. Чувашский Интернет: шаг в будущее) Ikăruk-па куçа-куçăн калаçăва вырнаçтарнă[8].

Пĕрремĕш чăваш этем тетел-пĕрлĕхĕ 2005 çулта «Чăваш халăх сайчĕн»[9] канашĕнче чăмăртанать.

Вырăс чĕлхиллĕ Одноклассники.ru, В Контакте социаллă эрешĕсем йĕркеленнĕ хыççăн çĕнĕ чăваш тетелри этем пĕрлĕхĕсем çуралаççĕ. Сăмахран, Одноклассники.ru порталĕнче «Чăваш Ен – пирĕн тăван ен», «Аякри чăвашсем», «Тутарстан чăвашĕсем», «Елчек Ен», mail.ru — «Элĕк районĕ», ушкăнсем чăмăртаннă.

Хронологи

тӳрлет
  • 2009 çулхи пуш, 12 — Ведомствăсен чăваш чĕлхи комиссин ларăвĕнче, Н. А. Плотников, В. Ю. Андреев тата И. В. Алексеев доклачĕсене итлесе, электронлă кириллица çинчи чăваш çырулăхĕнче Юникод кодĕсене: ă (U+0103), Ă (U+0102), ĕ (U+0115), Ĕ (U+0114), ç (U+00E7), Ç (U+00E7), ÿ (U+00FF), Ϋ (U+0178)[10], т. с. Ă ă, Ĕ ĕ, Ç ç, Ÿ ÿ латиница сасă паллисене усă курма сĕннĕ.

Аудитори

тӳрлет

Чăваш Тетелĕн пĕтĕмĕшле пулма пултаракан аудиторийĕ 2 млн. çынна яхăн шутланать.

Йĕркелӳсем

тӳрлет

Раççей Федерацин субъекчĕсен патшалăх влаçĕн органĕсем

тӳрлет

Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсем

тӳрлет

Архивсем

тӳрлет

Чăваш чĕлхипе çырнă публикацисене «Чăваш Ен архивĕсем»[11] сайтра тупма пулать.

Массăллă хыпар хатĕрĕсем

тӳрлет

Чăваш офлайн хаçачĕсен чылайрахăшĕн онлайн-версисем[12][13][14] пур.

Чăваш Республикин муниципаллă ял-хуçалăх районĕсен официаллă сайчĕсенче [15] çĕнĕ хыпарсене HTML форматпа, çаплах район хаçачĕсен хыпарĕсене PDF форматпа[16] вырнаçтараççĕ. Хăшпĕр районсен хаçачĕсен харпăр сайчĕсем[17] пур.

Мĕнпур тĕнчери Викимедиа уçлăхĕнче Викихыпар чăваш уйрăмне [18] уçас ĕç пырать.

Тетел пурлăхĕсем

тӳрлет

Çак уйрăмра Чăваш Тетелĕн пысăк информаци ресурсĕсем пирки каласа кăтартнă.

 
Джимми Уэйлс презентацинчи слайд

Тетелри чăваш уçлăхĕн чи пысăк сайчĕ Википедин чăваш уйрăмĕ шутланать. Википедие никĕслекен Джимми Уэйлс «Викимедиа фончĕн» çулсерен иртекен Викимани тĕнчери конференцинче (2009 çулта) Чăваш Википедийĕ тĕслĕхĕпе епле Википеди çухалма пуçланă чĕлхесене пулăшма пултарнине кăтартнă[19].

Чăваш Википедин администраторĕ статусне виçĕ хутшăнакана тивĕçтернĕ[20]:

Чăваш Википедине чылай статья çырса кĕртнĕскерсем:

Чăваш Викикĕнеки

тӳрлет

Викикĕнекере» [21] чăваш чĕлхипе вĕрентӳ кĕнекисене çыраççĕ. Сайтăн халлĕхе администратор çук.

Хальхи саманта Чăваш Викикĕнеке сайтĕнче çак ĕçсене хайлаççĕ:

  • Шупашкар;
  • Чăваш чĕлхинче миçе падеж?
  • Тĕрĕсем;
  • Тутлă апат-çимĕç;
  • Интернетра информаци шыравĕ;
  • Joomla! вĕрентекен кĕнеке;
  • MediaWiki вĕрентекен кĕнеке;
  • Интернета валли текст: тĕрĕс çырасси;
  • Массăллă информаци хатĕрĕсен техника тата технологийĕ;
  • Чăвашсен авалхи уявĕсем тата ӳнерĕ;
  • Чăваш чĕлхи: аваллăхран малашлăха.

Чăваш Викихыпарĕ

тӳрлет

Викихыпар чăваш уйрăмĕ (чăв. Викихыпар) халлĕхе Викиинкубаторта[18].

Чăваш Вулавăшĕ

тӳрлет

Вулавăшăн чăваш уйрăмĕн тĕп страницисене тума пуçланă[22].

«Chuvash.org» домен зони сайчĕсем

тӳрлет
 
Chuvash.org пĕрлĕхĕн ялавĕ

«Chuvash.org» домен зонин пуçламăш сайтне 2005 çулхи çурла уйăхĕнче Николай Плотников хута янă.

  • Чăваш халăх сайчĕ»[23]
  • «Чăваш халăх сайчĕн» Паллашу кĕтесĕ[24].
  • Электронлă сăмахсар[25]
  • Электронлă вулавăш[26]
  • Галерейă «Чăваш тĕнчи — Чувашский мир»[27].
  • Чăваш халăх канашлăвĕ[7]
  • Педканаш [28]

«CAP.ru» домен зонин сайчĕсем

тӳрлет

«CAP.ru» домен зони йышне Чăваш Республикин патшалăх тата муниципаллă влаç органĕсен, Чăваш Республикин наци радиовĕн, çаплах Чăваш Республики влаçĕн органĕсен «CAP.ru» официаллă порталĕнче вырнаçтарнă республикăри патшалăх, муниципаллă тата этем пĕрлĕхĕн ытти органĕсен[29] сайчĕсем кĕреççĕ.

Чăваш Республики «CAP.ru» официаллă порталĕн сайчĕсен прогамма никĕсĕ — «Информационная система «Портал органов исполнительной власти» Чувашской Республики»[30], ăна «Интернет-Сервис» ООО хайланă IntraTools® пакечĕпе çирĕплетнĕ[31].

«CAP.ru» домен зонине кĕрекен хăшпĕр сайтсем урăх ăшлăхăн тытăмлăх системисемпе ĕçлеççĕ. Сăмахран, Чăваш Республикин наци библиотекин сайчĕ[32].

Юлашки вăхăтра Чăваш Республикин муниципаллă влаçĕн органĕсен сайчĕсенче чăваш чĕлхипе те усă курма тытăнчĕç[33].

CAP аббревиатурин этимологийĕ пирки тĕп-тĕрĕс чăнлăх çук. Çакна пула Чăваш Тетелне хутшăнакансем аббревиатура генезисĕн виçĕ версине сĕннĕ:

  • Čăvaš administracĭn portalĕ (Чăваш Республики администрацин порталĕ);
  • Čăvaš atalanu portalĕ (Чăваш Республикин порталĕ);
  • Сервер администрации prezidenta.

Тетел-инçекурав

тӳрлет

Чăвашла ннлайн-инçекурав кăларăмĕсене ГТРК «Чувашия»[34] эфира ярать.

Тетел-радио

тӳрлет

Чăваш Тетелĕнчи чăвашла онлайн-радикалаçу:

Тиркев

тӳрлет

Чăваш Республикин влаç органĕсен «CAP.ru» официаллă порталне Раççей Федераци Конституцине пăснăшăн (19-мĕш статьян 2-мĕш пайĕ, пункта 2 статьи 26-мĕш статьян 2-мĕш пайĕ, 68-мĕш статьян 2-мĕшпе 3-мĕш пайĕсем)[37], Чăваш Республикин Конституцин 8-мĕш статьине[38], Чăваш Республикин «Чăваш Республикин чĕлхисем пирки» саккунне пăснăшăн хытă тиркеççĕ[39].

Тиркевĕн тупсăмĕ Чăваш Республикинче влаç органĕсен ĕç-хĕлĕ пирки информацие чăваш чĕлхипе тивĕçтерменни граждан правине хĕстерни шутланать, мĕншĕн тесен патшалăх тата муниципаллă влаç органĕсем хыпара вырăсла кăна пĕлтереççĕ. Сăмахран, Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи чĕлхесем пирки» Саккунăн 9-мĕш статьипе килĕшӳллĕ Чăваш Республикин саккунĕсене официаллă чăвашла тата вырăсла пичетлеме тивĕç, анчах та влаç органĕсен сайчĕсенче саккунсен вырăсла тексчĕсене кăна кăтартнă.

Чăвашла çырнă текстсем çуккин пĕр сăлтавĕ — Чăваш Республики влаçĕн органĕсен официаллă порталĕпе «CAP.ru» домен зонин программа хатĕрлĕхĕ (Ăшлăхăн тытăмлăх системи) çителĕксĕрри — вăл Юникода тытса пыраймасть. Çакна пула:

  • сайтсен странициченче Ӑ ӑ, Ӗ ӗ, Ҫ ҫ , Ӳ ӳ кириллица сасă паллисем курăнмаççĕ; (PT Sans)
  • сайтсен хăна кĕнекмнче Ӑ ӑ, Ӗ ӗ, Ҫ ҫ , Ӳ ӳ кириллица сасă паллисем тата çавсем евĕрлĕ Ă ă, Ĕ ĕ, Ç ç, Ÿ ÿ латиница сасă паллисем курăнмаççĕ.

Чăваш Республикин «ĕçтăвком влаçĕн органĕсен парталĕн» информаци системинче усă куракан сайтăн интерфейсне суйласа илме пултараймасть.

Локализаци

тӳрлет

Чăваш Тетелĕн онлайн этем пĕрлĕхĕн ĕçченĕсем çине тăнипе програма хатĕрĕсене акăлчан чĕлхирен чăвашла куçараççĕ. 2007 çулхи утă уйăхĕнче И. В. Алексеев, Г. А. Дегтярёв çырнă «К вопросу о создании компьютерной терминологии на чувашском языке»[40] статья пичетрен тухрĕ.

Алфавитсемпе клавиатура раскладкисем

тӳрлет


Шрифтсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Рунет каçалăкĕ: 10 çул каялла финн Петри Ойала .su домена регистрациленĕ 2014 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Иегова Свидетелӗсен официаллӑ сайчӗ
  3. ^ Кириллические буквы стандарта Unicode
  4. ^ Аналитический сайт о чувашском
  5. ^ Форумы «НА-СВЯЗИ.ru»
  6. ^ 1 тата 2 Чувашская радиостанция(ĕçлемен каçă)
  7. ^ 1 тата 2 Чăваш халăх канашлăвĕ
  8. ^ Чăваш Интернечĕ: малашлăха пĕрле утар // Сувар, 2006 ç. кăрлач 27-мĕшĕ
  9. ^ Этем пĕрлĕхĕ
  10. ^ Протокол заседания Межведомственной комиссии по чувашскому языку 2011 ҫулхи Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  11. ^ Публикации на сайте «Архивы Чувашии» 2009 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
  12. ^ Чăваш республикин «Хыпар» хаçачĕ
  13. ^ Сувар — Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ 2009 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
  14. ^ Питĕр чăвашĕсем 2011 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
  15. ^ Каталог сайтов Муниципальных районов Чувашской Республики
  16. ^ PDF версии газет «Тăван ен» и «Кугеси плюс» 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
  17. ^ РГУ «Редакция Чебоксарской районной газеты «Тăван Ен»
  18. ^ 1 тата 2 Викихыпар
  19. ^ State of the Wiki. Презентация Джимми Уэйлса на «Викимания 2009»
  20. ^ Хутшăнакансен ят-йышĕ. Ушкăн: Администраторсем
  21. ^ Викикĕнеке
  22. ^ Викивулавăш
  23. ^ Чувашский народный сайт
  24. ^ Chuvash.org çинчи паллашусем 2010 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
  25. ^ Электронлă сăмахсар
  26. ^ «Чăваш халăх сайчĕн» электронлă вулавăш
  27. ^ Фотогалерея «Чăваш тĕнчи — Чувашский мир» 2009 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
  28. ^ Педканаш
  29. ^ Официальный сайт МОО «Чувашский национальный конгресс»
  30. ^ ИС «Портал органов исполнительной власти» Чувашской Республики (сентябрь 2003) 2013 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
  31. ^ Программная платформа – IntraTools® 2014 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
  32. ^ Национальная библиотека Чувашской Республики 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
  33. ^ Официальный сайт Большетаябинского сельского поселения — Аслă Таяпа ял тăрăхĕн официаллă сайчĕ
  34. ^ Онлайн ТВ-вещание передач ГТРК «Чувашия» 2010 ҫулхи Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
  35. ^ mms://media.cap.ru/ChuvRadio Интернет-трансляция Национального радио Чувашии
  36. ^ Онлайн радиовещание передач Радио Чувашии 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
  37. ^ Конституция Российской Федерации
  38. ^ Конституция Чувашской Республики
  39. ^ Закон Чувашской Республики «О языках в Чувашской Республике»
  40. ^ Алексеев, И.В, Дегтярёв Г.А. К вопросу о создании компьютерной терминологии на чувашском языке // Чăваш чĕлхи: аваллăхран малашлăха. Статьясен пуххи / Г.А. Дегтярёв пухса йĕркеленĕ / Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ. – Шупашкар, 2007. – С. 100-103.

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет