Цитрин
Цитри́н — минерал, çурма хаклă чул, кварцăн тĕсĕ. Ячĕ лат. citrus — сарă лимон тĕслĕ. Çутă лимон тĕсĕнчен янтарь-пыл тĕсне çити. Тăрă.
Цитрин | |
---|---|
![]() | |
Якатнă цитрин кристаллĕ | |
Формула | SiO2 |
Хутăш | Fe3+, (Al Li)4+, (Al H)4+ |
Сингони | Тригональ |
Тĕс | Сарă тĕслĕрех |
Йĕр тĕсĕ | Шурă |
Янкăрлăх | Тăрă |
Хытăлăх | 7 |
Тачăлăх | 2,65 г/см³ |
Цитрин тата аметист хутăшла тĕслĕрех кристалсене аметрин теççĕ.
Хими тата физика пахалăхĕсемПравить
Кремни икйӳçекĕ (SiO2), тригональлĕ сингони.
Çĕр айĕнчи управĕсемПравить
Çутçăнталăкра цитринсем кварцăн урăх тĕрлĕхĕсенчен сайрарах тĕл пулаççĕ. Вĕсене Бразилире (Баия, Гояс, Минас-Жерайс), Мадагаскарта, АПШ-ра, Испанире, Францире, Шотландире, Раççейре (Уралра тата Казахстанра тупăшлаççĕ.
Ĕлкӳ тата хысаклавПравить
Тĕрлĕ тĕсĕсемПравить
Ювелиры тăтăшах ылтăнлăрах сарăх цитринсене «ылтăнлăрах топаз», хăмăртарах сарăх цитринсене — «испан топазĕсем» теççĕ. Якатнă цитрин сăрă сĕмĕпе топазăн хăшпĕр тĕслĕхĕсем пекрех курăнать. Топаз вара цитринран хытăрах, плеохроизм енĕпе, тачăлăхпа вăйлăрах, çыпăçулăх пур.
Хăш чухне аметист-цитрин кварцĕн Аметрин кристаллĕсем пулаççĕ, уйрăм ярăмлă цитринпа аметистăн кристаллĕсем.
Суя-цитринсемПравить
Ытларах сутăнакан цитринсем — ăсталанă тĕтĕмлĕ кварцсем.
Кăсăк фактсемПравить
Смитсон институтĕнче 2258 карат йывăрăшлă якатнă цитрин упранать.
XIX — ХХ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче ылтăнпа цитринран харпăр ĕç хучĕсене тата харпăр çырăвĕсене пичетлесе хума усă курнă.
КаçăсемПравить
Цитрин Викиампарта? |
- Цитрина çырса ăнлантарнисем тата фотоӳкерчĕксем
- Цитрин тата Аметрин, тĕплĕ хыпарсем. Архивленĕ 7 Пуш уйӑхӗн 2013 çулта.