Фатхи Бурнаш
Фатхи Бурнаш (тут. Фәтхи Бурнаш; паспортра çырни — Фатхелислам Закирович Бурнашев (тут. Фәтхелислам Закир улы Бурнашев); (кăрлач, 13, 1898, Хирти Пикшик, — çурла, 1, 1942, Куйбышев) — тутар совет драматургĕ, сăвăçи, прозăçи, публицисчĕ, тăлмачĕ, театр ĕçченĕ.
Фатхи Бурнаш | |
Фәтхи Бурнаш | |
Ӳкерчĕк:Фатхи Бурнаш.jpg Фатхи Бурнаш. 1917-1918 çç. | |
Çуралнă чухнехи ят: | Фатхелислам Закирович Бурнашев |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1898, кăрлач, 13 |
Çуралнă вырăн: | Хирти Пикшик ядĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Ен) |
Вилнĕ вăхăт: | 1942, авăн, 1 |
Вилнĕ вырăн: | Куйбышев |
Ĕçлев тĕсĕ: | XX ĕмĕрти совет, тутар драматургĕ, поэчĕ, публицисчĕ, тăлмач, театр ĕçченĕ |
Тĕлĕ: | публицистика |
Ĕçсен чĕлхи: | тута |
Биографи
тӳрлетХусанти медресере вĕреннĕ. 1919 çулта РКП (б) кĕнĕ. Октябрь революцийĕ хыççăн çыравçă тата пĕрлĕх ĕçне пикеннĕ. Тутарла тухакан хаçат-журнала, çав шутра «Чаян» (Скорпион) журнала та, редакциленĕ.
Ф. Бурнаша Тутар ТĔК пайташĕ пулма суйланă. 1927—1928 çулсенче — Камал ячĕллĕ Театрăн директорĕ (халĕ Тутар академи Галиаскар Камал ячĕллĕ театрĕ, Хусан). Пичетре театр ӳнерĕн ыйтăвĕсене хускатнă.
1940 çулăн çурлан 24-мĕшĕнче ăна аресленĕ. 1941 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче ТАССР Аслă сучĕ 58-2, 58-10 статьян 1, 58-11 пайĕпе айăпланă — 10 çуллăха хупнă, 5 çуллăха правасене туртса илнĕ, пурлăхне конфискациленĕ.
Тепĕр хутчен унăн ĕçне 1942 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнче СССР ШĔХК çумĕнчи уйрăм канашлăвĕ пăхса тухнă та çав çулах, çурлан 1-мĕшĕнче Куйбышевре персе пăрахнă. 1957 çулта реабилитациленĕ[1].
Официаллă кăларăмсенче, 1988 çулчен, 1946 çулта вилнĕ тесе çырнă пулнă.
Пултарулăхĕ
тӳрлетФатхи Бурнаш — драма тата лирика хайлавĕсен авторĕ, вĕсем тутарсен илемлĕ литературпе театрне пуянлатнă.
Литературăра 1914 çултанпа. 20 ытла пьесăна хайланă. Малтанхи паллă ĕçĕсем — романтикăлла трагеди «Таhир и Зөhрә» (уйрăммăн 1920 çулта тухнă) тата драма «Яшь йөрәкләр» (Çарăк чĕресем) (уйрăммăн 1920 çулта кăларнă).
Асăнмалăх
тӳрлет- Палăк, Хирти Пикшикре[2]
Литература
тӳрлет- Театральная энциклопедия. Том 1/Глав. ред. С. С. Мокульский — М.: Советская энциклопедия, 1961.