Уганин Семён Артемьевич
Семен Артемьевич Уганин — Иккĕмĕш Тĕнче вăрçине хутшăннă аслă сержант, Совет Союзĕн Паттăрĕ.
Семён Артемьевич Уганин | |||
Çуралнă вăхăт | 1924 çул | ||
---|---|---|---|
Çуралнă вырăн |
Матак ялĕ Çĕпрел районĕ Тутар АССР РСФСР СССР | ||
Вилнĕ вăхăт | 1959 çулхи çĕртмен 18-мĕшĕ | ||
Вилнĕ вырăн | Норильск, СССР | ||
Пăхăнулăх | СССР | ||
Хĕсмет çулĕсем | 1942-1947 | ||
Хисеп | |||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | ||
Чыславсем тата парнесем |
|
Кун-çулĕ
тӳрлет1924-мĕш çулта Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче хреçчен кил-йышĕнче çуралнă. Чăваш.
1932 çулта ашшĕне репрессиленĕ[1].
9 çул вĕренмелли шкулта пĕлӳ пухнă. Колхозра ĕçленĕ.
Хĕрлĕ çара 1942 çулта кайнă. Аслă сержант çар хисепне тивĕçнĕ. 74-мĕш Хĕрлĕ ялавлă Кейӳ дивизийĕн 360 стрелок полкĕн 2-мĕш миномет ротин миномет расчётĕн командирĕ пулса çапăçнă.
Кейӳ патĕнчи çапăçусенче темиçе кун хушши Уганинăн расчётĕ, пехотинĕцсемпе пĕрле, темиçе кун хушшши тăшманăн тапăнăвĕсене сирсе тăнă. Соединенисене юханшыв урлă каçма май тунă. Молдавинче, тата чикĕ леш енчи çапăçусенче те Уганинăн салтакĕсем хăюллăн çапăçнă.
1947-мĕш çултан салтакран таврăннă. Тĕрлĕ хуласенче ĕçлесе пурăннă.
Чысĕсем
тӳрлет- Совет Союзĕн Паттăрĕ (4254) — 1944 çулхи авăнăн 13-мĕшĕнче тивĕçнĕ.
Астăвăм
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- "Кто есть кто в Республике Татарстан", Герои Советского Союза – наши земляки (Сборник документальных очерков и зарисовок в трех книгах). – Казань: Татарское кн. изд-во, 1982-1985 гг.
- Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 2. М.: Воениз., 1988
Каçăсем
тӳрлет- Тутарстанăн паллă çыннисем: Уганин С.А.(ĕçлемен каçă)(выр.)
- "Заполярная правда" хаçатра Уганин пирки (выр.)
- "Сувар" хаçат çинче Уганин пирки 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Уганин Семён Артемьевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
(выр.)
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |