Тинникова, Тамара

Тамара Тинникова (ашшĕ ечĕпе епле чĕнмелли паллă мар, мартăн 27-мĕшĕ[1], 1986, Красноярск), — çыравçă, сăвăсем çырать, «Больше чем… Исповедь эмоционального мазохиста» кĕнекешĕн (2018) авторĕ[2], Раççей çыравçисен пĕрлĕхĕ сĕнÿпе тухнă хыççăн, Раççей Федерацийĕн Культура министăрлăхĕн патшалăх стипендиачĕ пулса тăнă. 2004-2006-мĕш çулсенче Красноярскри çамрăксен МоПС поэзи студине (Красноярск) ертсе пынă. Хальхи вăхăтра Мускавра пурăнать. Ăнланулăх академийĕн маçтăрĕ тата тĕп редакторĕ.

Тамара Тинникова
Çуралнă вăхăт: 1986, пуш, 27
Çуралнă вырăн: Красноярск хули, Красноярск Ен, СССР
Гражданлăх: СССР РФ
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă
Жанр: поэзи, проза
Ĕçсен чĕлхи: вырăс
Чыславсем: Раççей Федерацийĕн Культура министăрлăхĕн патшалăх стипендиачĕ

Кунçул тата пултарулăх

тӳрлет

Красноярск хулинче çуралса ÿснĕ. Амăшĕ Чăваш Енти Муркаш районĕнчи Калайкассинче çуралса ÿснĕ чăваш, ашшĕ хакас[3]. Красноярскрах В.П. Астафьев ячĕллĕ педагогика университетне пĕтернĕ (2008). Сăвăсем тата проза Красноярскра пичетленнĕ: «Первый шаг» (2004), «Нужные люди» (2006), «Студенческий коктейль» (2009) пухăсенче, «Русло» (2005) альманахра, «День и Ночь» литература журналĕнче (2005), «Литературный Красноярск» хаçатра (2006, 2007), çавăн пекех «Юрта» альманахра (Абакан хули, 2017, 2018, 2019, 2020). Ятран тухнă кĕнеке те пур: «Больше чем… Исповедь эмоционального мазохиста» (2018)

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет