Танганьика (кӳлĕ)
Танганьи́ка — Тĕп Африкăри пысăк кӳлĕ. Тĕнчери чи вăрăм кӳлĕ . Тарăнăшĕпе тата каллăпăшĕпе Байкалран кăна пĕчĕкрех. Çыранĕсенчĕ тватĕ çĕршыв: Конго Демократиллĕ Республики, Танзани, Замби, Бурунди вырнаçнă.
Танганьика акăл. Lake Tanganyika фр. Lac Tanganyika суахили ziwa Tanganyika | |
5°30′ ю. ш. 29°30′ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице | |
Пулăссен кимми кӳлĕре | |
Патшалăхсем | Танзани Бурунди Замби |
Тинĕс шайĕнчи çӳллĕшĕ | 773 м |
Калăпăш | 32 900 км |
Калăпăш | 32 900 км³ |
Çыран хĕрри тăршшĕ | 1828 км |
Чи пысăк тарăнăш | 1470 м |
Вăтам тарăнăш | 570 м |
Тăрăлăх | до 30 м |
Шыв пухăмĕн лаптăкĕ | 231 000 км² |
Тухакан юханшыв | Лукуга |
Африка позици картти халлĕхе çук. | |
Танзани 0 позици картти халлĕхе çук. |
Кӳлĕ тĕршшĕ 650 çх, сарлакăш 40-80 çх, лаптăкĕ 34 пин çх². Кӳлĕ тинçсрен шайĕнчен 773 м вырнаçнă. Çыранĕсем чăнкă, хĕвелтухăç çыранĕ çеç сĕвек.
Çыранĕсенче бухтăсемпе кӳлмексем нумай, вĕсенчен чи пысăкки Бёртон кӳлмекĕ. Темиçе юханшыв юхса кĕрет, пĕртен пĕр юханшыв, Лукуга (Lukuga), юхса тухса Атлантика океаннĕ çити юхакан Заир юханшывĕпе пĕрлешет. [1].
Кӳлле 1858-мĕш çулта акăлчан тĕпчевçисем Р. Бёртон тата Дж. Спик тупнă.
Фауна
тӳрлетКӳлĕре крокодилсемпе гиппопотамсем пурăнаççĕ, шывра ишекен кайăксем нумай. Сунарпа пулăтытни анлă сарăлнă. Кӳлĕре эндемикла организăмсем нумай, çав шутра кунта тĕл пулакан 200 тĕслĕ пулăран 170 эндемиксен шуне кĕреççĕ. Вĕсен хушшинче |Cichlidae. Чĕрĕ организăмсем 200 м тарăнăшĕччен тĕл пулаççĕ. Тарăнрах сероводород шайĕ питĕ пысăк пулнăран чĕрĕ организăмсем çук.
Таньганьикăри шыв температури сийĕн-сийĕн тĕрлĕрен. Çиелти сийре 24-30 градус пулсан,аялта сивĕрех. Тĕпĕнче 6-8 градус çеç. Шыв тачăлăхĕ тĕрлĕрен пулнипе тата тĕпĕнче юхăмсем çуккипе шыв пĕртте пăррашăнмасть. 100 м тарăнăшĕ патнелле температура хăвăрт ылмашать. Танганьика шывĕ питĕ тăрă, 30 м таран витĕр курăнать. рН 8,0 — 9,5.
Вуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Кравчук П. А. Рекорды природы. – Любешов: Эрудит, 1993. – 216 с. ISBN 5-7707-2044-1.
Каçăсем
тӳрлетТанганьика (кӳлĕ) Викиампарта? |
Ку Африка пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Африкăри мăн кӳлĕсем |
---|
Танганьика | Виктори | Альберт | Эдвард | Киву | Малави (Ньяса) |