Малави (кӳлĕ)

Мала́ви (Нья́са) — тĕп-хĕвелтухăç Африкăри кӳлĕ. Çурçĕртен кăнтăралла 560 çхтăсăлать, тарăнăшĕ 706 м таран. Сарлакăшĕ 75 çх. Лаптăкĕ 29,6 пин çх2. Çурçĕр тата хĕвелтухăç çыранĕсем чăнкă, кăнтăр тата хĕвеланăç çыранĕсем сĕвек. Кӳлле Рухуху юхса кĕрет, Шире юхса тухать. Шывăн нумайрах пайĕ (80 %) пăсланса пĕтет, ыттии Шире юханшывĕпе юхса каять. Икĕ сезон палăрать: çумăрлă (чӳк-çу) тата типĕ (çу-чӳк). Тĕнчере пулăсен тĕсĕсемпе чи пуян кӳлĕ тата аквариумра тытакан темçе теçетке пулăсен тĕсĕсен тăван çĕршывĕ. Малави шывĕнче ионсен концентрацийĕ сахал, 6 мг-экв/л таран. Çакă кӳлле юхса кĕрекен юханшывĕсем сахал минерализациллĕпулнипе çыхăннă.

Малави (Ньяса)
акăл. Nyasa е Malawi порт. Lago Niassa суахили ziwa Nyasa
10°00′ ю. ш. 34°00′ в. д. / 10.000° ю. ш. 34.000° в. д. / -10.000; 34.000 (G) (O) (Я)Координатсем: 10°00′ ю. ш. 34°00′ в. д. / 10.000° ю. ш. 34.000° в. д. / -10.000; 34.000 (G) (O) (Я)
Lake Malawi seen from orbit.jpg
ПатшалăхсемМалавиFlag of Malawi.svg Малави
МозамбикFlag of Mozambique.svg Мозамбик
Тинĕс шайĕнчи çӳллĕшĕ474 м
Калăпăш29 600 км
Калăпăш29 600 км³
Çыран хĕрри тăршшĕ1245 км
Чи пысăк тарăнăш706 м
Вăтам тарăнăш292 м
Тăрăлăх13—23 м
Шыв пухăмĕн лаптăкĕ6593 км²
Тухакан юханшывШире
Африка позици картти халлĕхе çук.
Малави 0 позици картти халлĕхе çук.
Ликома утравĕнчен сăнани

КаçăсемПравить


Африкăри мăн кӳлĕсем
Танганьика | Виктори | Альберт | Эдвард | Киву | Малави (Ньяса)