Таймыр (çурутрав)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Таймыр пăхăр.

Таймы́р (Таймăр[1]) çурутравĕ — Çĕпĕрте, Азин çурçĕр енĕнче, Кара тинĕсĕн Енисей кӳлмекĕпе Лаптев тинĕсĕн Хатанга кӳлмекĕ хушшинче вырнаçнă. Çак çурутравра Евразин чи çурçĕр материкĕ — Челюскин хысакĕ — те вырнаçнă.

Еплерех пулса кайни тӳрлет

Нумай тĕпчевçĕ шутланă тăрăх, «Таймыр» топоним «тамура» («хаклă», «пуян») эвенк сăмахĕнчен пулса кайнă. Çапла майпа эвенк халăхĕн пулăпа пуян Таймыра юханшыва каланă. XIX ĕмĕрте вара çак ят пĕтĕм çурутрава сарăлнă.

Çутçанталăк тӳрлет

Таймыр — ĕмĕрхи шăнлăх тăрăхĕ. Çак çурутравра хĕлле сивĕ те вăрăм, çулла — кĕске те уçă; çулталăк тăршшĕпех вăйлă çил вĕрет. Таймыр çинче атлантика тăвăлĕсенчен нумайăшĕ хăйĕн пурнăçне «вĕçлет», çавăнпа çак региона «тăвăлсен масарĕ» теççĕ.

Чĕрчун тĕнчи тӳрлет

Таймырти чĕрчун тĕнчи тĕрлĕ тискер кайăксемпе (юс, вăрман кушакĕ, кăш, шурӑ тилĕ, тинĕс хĕрринче — шурă упа т. ыт. те), вĕçен кайăксемпе (хурсем, кăвакалсем, гагарăсем, баклансем, хир чăххисем, çурçĕр тăманисем, кăйкăрсем т. ыт. те), пулăсемпе (сиг, осётр, кӳтеме, таймень т. ыт. те) пуян. Ку тăрăхра çурçĕр пăланĕ (çурçĕр халăхĕн тĕп культури), чăпăк пурăнать.

XX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Таймырта ĕлĕк кунта пурăннă така-вăкăрсемпе, е мускуслă вăкăрсемпе (темиçе ĕмĕр каялла вĕсем çурçĕр Азинче вилнĕ), эксперимент ирттернĕ. Хальхи вăхăтра Таймыр тундринче 4 пине яхăн така-вăкăр пурăнать, ытларах вĕсем çурутравăн хĕвелтухăç енче нумай.

Тĕпчев çул-йĕрĕ тӳрлет

Таймыр çинчен пĕрремĕш географи тĕпчевне 1739–1741 ç. Харитон Лаптев ирттернĕ тата ăна сăнласа панă. Вăлах çурутравăн пĕрремĕш карттине хатĕрленĕ. 1741 ç. Челюскин хĕвелтухăçăн тинĕс хĕррин тĕпчевне малалла тăсса 1742 ç. Таймырăн аякри çурçĕрти тăрăхне уçнă — каярахпа çав хысака ун ятне панă.

Таймыр çурутравне тата вырăс тĕпчевçи А. Ф. Миддендорф тарăннăн тĕпчесе ун пирки наукăлла çырса кăтартнă. Кунсăр пуçне Таймыра геологи тата топографи енчен тĕпчес ĕçре Н. Н. Урванцев пысăк вăй хунă.

XX ĕ. вăтăрмĕш çулĕсенче çурутравăн çурçĕр енĕпе Папанинăн юлташĕ — чăваш полярникĕ тата геодезисчĕ Константин Петров ĕçленĕ. Таймырта пулнă вăхăтра вăл темиçе çĕнĕ юханшывсемпе çурутравсем уçнă, вĕсене чăваш ячĕсем парса карта çине палăртнă:

  • Олай — Марга юханшывран çурçĕртерех вырнаçнă. Ку чăваш сăмахĕ, выр. пёстрый, ăна Петров хăйĕн тетĕшĕн ячĕпе панă — Степан Олай.
  • Урам — Оскар бухтине юхса кĕрекен юханшыв.
  • Кунар — Хĕвелтухăç бухтăна юхса кĕрекен юханшыв. 1936 çулта Чăваш енри юханшыв ячĕпе панă.
  • Унка — Мод бухтăна юхса кĕрекен юханшыв. Чăваш енри юханшыв ячĕпе панă.
  • Эльга — Мод бухтăна юхса кĕрекен тепĕр юханшыв. 1937 çулта Петров Чăваш енри çырма ячĕпе панă.
  • Марга — Паландер бухтине юхса кĕрекен юханшыв. 1936 çулта Константин Петровăн Шупашкартан инçех мар вырнаçнă тăван ялĕн ячĕпе панă.
  1. ^ http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kgvr_0_0000102.pdf 2021 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.